МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хальхинче иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче

05 февраля 2011 г.

Етĕрне хулинче 17 çула çитмен çамрăк штангистсем хушшинче республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Пирĕн районти арçын ачасен команди иккĕмĕш, хĕр ачасен команди виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Хăйсен виçисенче Екатерина Ертмакова (Çĕнĕ Пăва), Владимир Викторов (Елчĕк), Василий Новиков (Курнавăш), Александр Никитин (Аслă Пăла Тимеш) çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Сергей Грибов (Çĕнĕ Пăва), Маргарита Портнова (Аслă Пăла Тимеш), виççĕмĕш вырăна Алексей Чугунов (Çĕнĕ Пăва), Алексей Шляпин (Елчĕк), тăваттăмĕш вырăна Алексей Грибов, Василий Зайцев, Данил Викентьев, Валентина Ананьева (Çĕнĕ Пăва), Андрей Александров (Елчĕк), Александр Иванов (Курнавăш) тухнă. Елчĕк районĕн командин чысне çавăн пекех Николай Конюков (Çĕнĕ Пăва), Александр Ишмуратов, Николай Пыркин (Елчĕк) хỹтĕленĕ. Пуш уйăхĕнче çак ỹсĕмри çамрăк штангистсем хушшинчи федераци Атăлçи округĕнче мала тухмалли ăмăрту ирттерме палăртнă. Унта хутшăнма Чăваш Республикин командин йышне Валентина Ананьевăна, Алексей Шляпина, Андрей Александрова кĕртнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика