МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Европа чемпионĕн призĕсемшĕн

13 июля 2011 г.

Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнче тĕнче класлă спорт мастерĕн, Европа чемпионĕн, Тĕнче кубокĕн призерĕн, рекордсен Гиннесс кĕнекине кĕнĕ Б.Глинкинăн призĕсене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтакансен республикăри турнирĕ иртнĕ. Турнира Мордва, Тутарстан, Чăваш республикисенчи атлетсем хутшăннă. Елчĕк районĕн команди, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер преподавателĕ О.Федоров ертсе пынипе, турнирта пысăк çитĕнỹ тунă - 1-мĕш вырăн йышăннă. Хĕрсем абсолютлă виçере ăмăртса, 16 кг кире пуканне 5 минут сулахай тата сылтăм алăсемпе сулласа йăтнă. Е.Козлова (Кĕçĕн Таяпа) 132 очко пухса 1-мĕш, Е.Еремеева (Питтĕпел) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. 60 çултан аслăрах ветерансенчен А.Анисимов (Ĕнел) 4-мĕш вырăна юлнă. 18 çула çитичченхи каччăсем 24 кг икĕ кире пуканне 5 минут кăкăр çинчен тĕртнĕ. Хăйсен виçисенче Н.Николаев, О.Николаев (Ĕнел), А.Павлов (Кавал) 1-мĕш, И.Федоров (Кавал) 2-мĕш, И.Кривов (Анатри Тимеш) 3-мĕш вырăнсене тухнă. В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа), Д.Курчин (Курнавăш) та ăнăçлă ăмăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика