МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бассейнра - ватăсем

05 октября 2011 г.

Раççей пенсионерĕсен канашĕн сĕнĕвĕпе килĕшсе районта "Аслă ăрурисене чыс та мухтав" уйăхлăх пысăк активлăхпа иртнĕ. Çак тапхăрта Елчĕкри "Улăп" спорт комплексне пенсионерсем те йышлă çỹренĕ. Вĕсем хушшинче ишес енĕпе ăмăрту йĕркеленĕ. Малтанах бассейна пенси çулне çитнĕ 15 çын çỹренĕ пулсан, халĕ 30 пенсионертан та иртет. Ватăсене кунта кĕме çăмăллăхсем те пур: вĕсене тỹлевĕн çуррине кăна тỹлеттереççĕ. Çавна май Елчĕксем çеç мар, ют ялтисем те бассейнра хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ. Пенсионерсем хушшинчи ăмăрту çивĕч иртнĕ. Ăмăртăва Тỹскел ялĕнче пурăнакан 70 çулхи А.Игнатьева та хутшăннă. Вăл 65 çултан аслăрах пенсионерсем хушшинче 25 метра ишсе пĕрремĕш вырăна тухнă. Елчĕкри Е.Савинова, Г.Павлова хăйсен çулĕсенчи ишекенсенчен чи маттуррисем пулнă. В.Изратовпа Н.Герасимова спонсорсем пулăшнипе ишме юратакансем бассейнран тухсан вĕри чейпе сăйланнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика