МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп çулĕпе утаççĕ

13 августа 2011 г.

Олимп çулĕпе утаççĕ Студентсемшĕн çу вăхăчĕ - чи илемлĕ тапхăр. Сесси вĕçленнĕ. Халĕ канма, вăй пухма питĕ лайăх. Кашниех хăйне евĕр ирттерме тăрăшать ăна. Студентсенчен ытларахăшĕ яла, хăй çуралса ỹснĕ вырăна таврăнать. Хĕрỹ семестрта ывăннă хыççăн çамрăк организма кантарма питĕ лайăх-çке: уçă сывлăш, сывă пурнăç, умра - пахчара, садра çитĕннĕ çимĕçсем. Кан та кан, вăй пух - малалла вĕренме хатĕрлен. Çапах та чылайăшĕ кану тапхăрĕнче те хăйĕн юратнă ĕçне - спорта манмасть. Вĕсенчен пĕри - Артем Сусликов. Вăл, Курнавăшра çуралса ỹснĕскер, мĕн пĕчĕкрен штанга еннелле туртăннă. 6-мĕш класра вĕреннĕ чухнех Патреккелĕнчи пĕр тăван Клементьевсен призĕсемшĕн ирттерекен турнира пуçласа хутшăннă. Унтан районти, республикăри ăмăртусем. Кашнинчех малалла талпăннă Артем. - Кире пуканĕ йăтакан пиччесем - Алексейпе Андрей хавхалантарса пычĕç мана, - тет Артем. - Вĕсем хыççăн эпĕ те шкулти спорт залне туртăнма тытăнтăм. А.Константинов мана хавхалантарса пычĕ. А.Сусликова Н.Молоствов асăрхать. Ача пултарулăхне шута илсе, унăн пĕрремĕш тренерĕ Николай Ефимович Артема 9 класс пĕтернĕ хыççăн Мускаври Олимп резервĕсен 2-мĕш училищине ăсталăха малалла туптама кайма сĕнет. Паянхи кунчченех Н.Молоствов ăна пулăшать, тĕрлĕ сĕнỹсем парать. Училищĕре вĕреннĕ вăхăтра спортăн анлă çулĕпе малалла талпăнать, штанга йăтассипе çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать, тĕрлĕ паллă спортсменсемпе юнашар пулать. 2007 çулта çамрăксем хушшинче йывăр атлетикăпа Раççей спартакиадине хутшăнать, кĕмĕл медале çĕнсе илет. Унтан малалла кĕрешет, Раççейри юниорсен пĕрлештернĕ командин йышне кĕрет. 2009 çулта çамрăксен хушшинче Раççейри ăмăртура чемпион ятне тивĕçет. 62 килограмлă атлет икĕ енлĕ кĕрешỹре 248 килограмм пухать, хăйĕн рекордне тăвать. Урайĕнчен тỹрех çĕклесе 112 килограмлă штангăна парăнтарать, 136 килограма кăкăр çинчен тĕртет. Чăннипех пысăк кăтарту. Кăçал юниорсен хушшинчи пĕтĕм Раççейри ăмăртура та палăрать, 2-мĕш вырăна йышăнать. А.Сусликова Раççей спорт мастерĕн ятне 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне параççĕ. 56 килограмлă атлетсенчен икĕ енлĕ ăмăртура 205 килограмм пухать вăл. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тунă Артем Сусликова Мускав хулинчи физкультура педагогика институтне экзаменсăрах илеççĕ. Çуллахи кану вăхăтĕнче те тренировкăна пăрахмасть Артем. Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче тренажер залĕнче час-часах тĕл пулатăн ăна. Артемпа пĕрле яланах унăн юлташне Саратоври право академийĕн IV курс студентне Артур Смирнова курма пулать. Н.Молоствовăн тепĕр воспитанникĕ Çĕнĕ Пăвара çуралса ỹснĕ Инна Ананьева та Артем вĕреннĕ училищĕрех ăсталăха туптать. Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ кăçал икĕ ăмăртура - хĕрсем хушшинче йывăр атлетикăпа иртнĕ Раççейри ăмăртура тата спартакиадăра бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Пулас олимпиецсем канма та пĕлмеççĕ, ăмăртура та малтисен ретĕнче.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика