МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенсем волейболла выляççĕ

14 апреля 2012 г.

Районти вĕренỹ тытăмĕнче ĕçлекенсем хушшинче волейбол вăййине кăмăллакансем чылай. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе кăçал та ăмăрту йĕркеленĕ. 12 шкул командине "Улăп" ФОК, ачасемпе çамрăксен спорт, Аслă Елчĕк, Патреккел шкулĕсем йышăнчĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăна тухнисем малалла кĕрешрĕç. Çурма финалти вăйăсенче Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн тата район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн, Курнавăшпа Елчĕк шкулĕсен командисем тĕл пулчĕç. Хĕрỹ кĕрешỹре Çирĕклĕ Шăхальсемпе Курнавăшсем финала тухрĕç. Кунта Курнавăшсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Çирĕклĕ Шăхальсемпе Елчĕксем. Çĕнтерỹçĕпе призерсем дипломсем, тĕрлĕ тĕслĕ телевизор, микрохумлă кăмака, термочайник илме тивĕçрĕç. Елчĕк шкулĕн командинчи Т.Петрова, Курнавăшри А.Мартышкин _ чи лайăх вылякансем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика