МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мини-футбол вăййи вĕçленнĕ

02 марта 2012 г.

"Улăп" сыватупа спорт комплексĕнче ял тăрăхĕсен командисем хушшинче районта мала тухассишĕн иртнĕ мини-футбол вăййи вĕçленнĕ. Çурма финалта Тăрăм тата Аслă Пăла Тимеш командисене çĕнтернĕ Курнавăш тата Елчĕк ял тăрăхĕсен командисем юлашки, татăклă ăмăртура тĕл пулнă. Çивĕч тупăшура Курнавăш ял тăрăхĕн футболисчĕсем 9:8 шутпа çĕнтернĕ. Юлашки гола вăйă вĕçленес умĕнхи юлашки са-мантра Артем Смирнов тапса кĕртнĕ. Çĕнтерỹçĕ команда йышĕнче çавăн пекех Петр Смирнов (команда капитанĕ), Сергей Кузнецов, Евгений Купташкин, Дмитрий Козлов, Алексей Лакачев, Алексей Андреев, Владислав Иванов, Александр Светопольский ăста вылянă. Курнавăш ял тăрăхĕн команди çитес кунсенче районти организацисемпе ял тăрăхĕсен 4 командипе финал вăййисене хутшăнать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика