МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2012" старта чĕнчĕ

15 февраля 2012 г.

"Йĕлтĕр йĕрĕ _ 2012" чупăвĕ хĕллехи спорт мероприятисенчен чи массăлли. Хăйĕн йышне пиншер-пиншер йĕлтĕрçе явăçтарса сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хистет вăл. Пĕр пине яхăн атлет тухрĕ старта. Хаваслă кĕвĕ янăрать, кашнинех йĕлтĕр йĕрĕ çине тухма хистет. "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче пухăннă спортсменсемпе куракансене Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин, унăн çумĕ _ район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.В.Левый саламларĕç, старта тухакансене ăнăçу сунчĕç. Спорт уявне уçнине пĕлтерсен йĕлтĕрçĕсемпе куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Чи малтанах йĕлтĕр йĕрĕ çине Аслă Елчĕкри, Елчĕкри вăтам, Патреккелĕнчи тĕп шкулсенче вĕренекен çамрăк спортсменсем тăчĕç. Пĕр командăпа çеç çырлахман вĕсем _ икшер-виçшер команда тăратма мехел çитернĕ. Хĕрỹ пычĕ кĕрешỹ _ анчах Аслă Елчĕксен пĕрремĕш командинчи йĕлтĕрçĕсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем пьедесталăн чи çỹлти картлашки çине хăпарма тивĕçрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Елчĕксемпе Патреккелсем. Унтан старта хĕрсемпе хĕрарăмсем тухрĕç. Финиша Елчĕкри тĕп больницăра ĕçлекен Н.Афанасьева чи малтан çитрĕ. Сăмах май, тĕп больница ĕçченĕсем йĕлтĕр йĕрĕ çине массăллăн тухрĕç. Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн, районти "Елчĕк ен" хаçатăн сотрудникĕсем те çĕнтерỹçĕсен йышне кĕчĕç. Массăлла чупăва яшсемпе арçынсем вĕçлерĕç. Кунта çĕнтерỹçĕсем _ "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче ĕçлекенсем. Иккĕмĕш вырăна "Канашмежрайгаз" ОООн Елчĕкри газ участокĕнче, виççĕмĕш вырăна "Прогресс" АХОра ĕçлекен йĕлтĕрçĕсем йышăнчĕç. Çак кун йĕлтĕр йĕрĕ çинче ертỹçĕсемпе хăнасем йышлăн пулни те савăнтарчĕ. Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.В.Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин, унăн çумĕсем Л.В.Левый, Г.В.Анисимова тата ыттисем vip-чупăва тухрĕç, ăна ăнăçлă вĕçлерĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Дипломпа хаклă парнесем парса чысларĕç. Районти 9 ял тăрăхĕнче те йĕлтĕрçĕсен массăллă чупăвĕсем иртнĕ. Мероприяти вăхăтĕнче суту-илỹ палатисем ĕçлерĕç. Çавăн пекех васкавлă медицина службин, ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн ĕçченĕсем те дежурствăра тăчĕç. А.КАРЛИН. Сăн ỹкерчĕксенче: "Йĕлтĕр йĕрĕ _ 2012" йĕлтĕрçĕсен массăллă чупăвĕ вăхăтĕнчи самантсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика