МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хыпарĕсем

14 января 2012 г.

Мини-футбол _ кăсăклă вăйă. Ăна спорт залĕнче ирттереççĕ. Кунта пĕчĕкрех мечĕкпе усă кураççĕ. Кăрлач уйăхĕнче "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче çитĕннисем мини-футбол енĕпе тупăшнă. Спортпа сывлăхăн вунă кунлăхĕнче 12 команда хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Виççĕмĕш вырăншăн "Звезда" (Елчĕк ялĕ) тата "Олимп" (Кавал ялĕ) командăсем тупăшнă. 4:3 шутпа "Олимп" çĕнтернĕ. Пĕрремĕш вырăна "Сабанчино" команда тухнă. Вăл "Эмметево" командăна 2:1 шутпа парăнтарнă. 1994 _ 1995 çулсенче çуралнă çамрăк футболистсем Раштав умĕнхи турнира хутшăннă. Мини-футбол енĕпе ирттернĕ тупăшăва 8 команда хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна Елчĕкри вăтам, иккĕмĕшне _ Курнавăшри вăтам шкулсен, виççĕмĕш вырăна Кавалти "Олимп" командисем тухнă. Вĕсене грамотăсем, укçан призсем парса чысланă. "Чи лайăх вратарь" ята Денис Васильев (Елчĕк), "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Дмитрий Козлов (Курнавăш), "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" ята Иван Федоров ("Олимп") тивĕçнĕ. 1996 _ 1997 çулсенче çуралнă çамрăксем А.В.Игнатьев ячĕллĕ çамрăксемпе ачасен спорт шкулĕ йĕркеленипе мини-футбол енĕпе тупăшăва тухнă. 9 команда тĕп призшăн кĕрешнĕ. Пĕрремĕш вырăна Елчĕкри, иккĕмĕшне _ Тăрăмри, виççĕмĕшне Лаш Таяпари шкулсен командисем тухнă. "Чи лайăх вратарь" ята Николай Сорокин (Лаш Таяпа), "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" ята Георгий Смирнов (Елчĕк) тивĕçнĕ. Асăннă турнирсене ирттерме ирĕклĕ майпа кĕрешсе спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ Александр Лапшин укçа-тенкĕ парса пулăшнă. Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнче хăйсен служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пуçĕсене хунă В.Рахманова, И.Игнатьева, Е.Левендеева асăнса "Кĕрешỹ" енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта Г.Адюков тренер-преподаватель ертсе пынипе Аслă Елчĕкри спорт тусĕсем хутшăннă. Хăйсен виçисенче Алексей Тябуков, Геннадий Обручков пĕрремĕш, Валерий Майков, Александр Печков иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Пирĕн район команди иккĕмĕш вырăна тухнă. А.ФЕДОРОВ. Етĕрне хулинче çамрăк штангистсем Чăваш Республикинче мала тухассишĕн кĕрешнĕ. Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисен, Вăрнар тата Елчĕк районĕсен командисем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Хĕрсенчен хăйсен виçисенче Екатерина Ертмакова (Çĕнĕ Пăва) пĕрремĕш, Маргарита Портнова (Аслă Пăла Тимеш) иккĕмĕш, Валентина Ананьева (Çĕнĕ Пăва) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Яшсем те чыса яман. Василий Новиков (Курнавăш), Владимир Викторов (Елчĕк) хăйсен виçисенче пĕрремĕш, Эдуард Миронов, Александр Марков (иккĕшĕ те Энтеперен), Сергей Грибов (Çĕнĕ Пăва) иккĕмĕш, Михаил Кушников (Энтепе), Михаил Зайцев (Çĕнĕ Пăва) виççĕмĕш вырăнсенче. Андрей Паршуков, Дмитрий Зайцев та командăшăн паха очкосем панă. Хĕрсем те, яшсем те командăсенчен пĕрремĕш вырăна тухнă. Командăна турнира илсе кайма укçа-тенкĕ енчен пулăшнăшăн Ростислав Турхана тав тăватпăр.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика