МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал юлашки старта тухрĕç

22 октября 2011 г.

Çуллахи спорт сезонне вĕçлесе пынă май, çăмăл атлетсем районта эстафета ирттереççĕ. Кăçал вăл юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп стадионта пулчĕ. Эстафетăна хутшăнма кăмăл тунă çăмăл атлетсене район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Эстафета 7 ушкăнра иртрĕ. Чи малтанах старта район администрацийĕн пайĕсенче ĕçлекенсем тухрĕç. Кунта экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне çитекенни пулмарĕ. Вĕсем пĕрремĕш вырăнта. Финанс, вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕсем те призерсен йышне кĕчĕç. Ял тăрăхĕсен ушкăнĕнче 7 команда тупăшрĕ. Çирĕклĕ Шăхальсем пĕрремĕш вырăна йышăнчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕ - Аслă Елчĕксемпе Курнавăшсем. Предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсен 8 команди эстафетăна хутшăнчĕ. Чи мала шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлекенсем тухрĕç. Вĕсенчен кăшт çеç кая юлса "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕн, Елчĕкри тĕп больницăн командисем финиша çитрĕç. Тĕп тата вăтам шкулсенче ĕçлекенсем, вĕренекенсем çулсерен эстафетăна массăллăн хутшăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕç. Тĕп шкулсенче ĕçлекенсенчен Чăваш Тăрăмсем, Кивĕ Эйпеçсем, Кĕçĕн Таяпасем, вăтам шкулсенчен Курнавăшсем, Елчĕксем, Çирĕклĕ Шăхальсем палăрчĕç. Тĕп шкулсенче вĕренекенсем хушшинче Кĕçĕн Таяпасен пĕрремĕш команди мала тухрĕ. Хăвăлçырмасемпе Чăваш Тăрăмсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тĕп шкулсенче вĕренекенсенчен Елчĕкри пĕрремĕш команда çĕнтерчĕ. Призерсен йышне Çирĕклĕ Шăхальсемпе Курнавăшсем те кĕчĕç. Çĕнтерỹçĕсене дипломсем, призсем парса чысларĕç. Сăн ỹкерчĕкре: çăмăл атлетсем эстафетăра.

Источник: "Елчĕк Ен"

Первоисточник: http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?gov_id=594&pos=364&id=207605

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика