МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял спорт вăййисем 4 куна пырĕç

14 июля 2012 г.

Утă уйăхĕн 14 - 18-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисене Раççей регионĕсенчи пĕрлештернĕ 60 команда хутшăнма кăмăл тунине çирĕплетнĕ. Чăваш Енĕн 50 спортсменран тăракан команди республика чысне ăмăртăвăн 17 тĕсĕнче те хỹтĕлĕ. Кăçал вăйăсен программине пĕрремĕш хут йывăр атлетикăн виçĕ енне _ йывăр михĕпе кукленесси, тиевлĕ урапана куçарасси, кире пуканне хапха урлă ывăтасси _ кĕртнĕ. Тĕп ăмăртусем Шупашкарти "Олимпийский", "Энергия", "Спартак" стадионсенче иртĕç. Спортсменсене çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар тата Кỹкеç йышăнĕç. Муниципалитет ертỹçисем спорт объекчĕсене хатĕрлесе çитернине çирĕплетнĕ. Физкультура, спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников каланă тăрăх _ ăмăрту ирттермелли вырăнсене йĕркене кĕртнĕ, вăйăсене хутшăнакансене тата хăнасене кĕтсе илме, вĕсене апатлантарма, медицина пулăшăвĕпе, транспортпа тивĕçтерме хатĕр. Иван Моторин яваплă орган ертỹçисемпе пуçлăхĕсене "вăй-хала шеллемесĕр ĕçлеме, ял спорт вăййисене тивĕçлĕ шайра ирттерме" чĕнсе каланă. Вăйăсене Шупашкарти "Олимпийский" стадионта паян 20 сехетре чаплă лару-тăрура уçма, утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче 15 сехетре Анне палăкĕ патĕнче вĕçлеме палăртнă. Ăмăртусене тỹлевсĕрех пырса курма пулать.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика