МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк баскетболистсен турнирĕ

17 октября 2012 г.

Елчĕкри "Улăп" спорт керменĕнче милици лейтенантне А.Маркова асăнса çамрăк баскетболистсен районти турнирĕ иртнĕ. Унта 1997 çулта çуралнă тата çамрăкрах спортсменсем хутшăннă. Ăмăрту участникĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренỹ тата çамрăксен политикин начальникĕ Л.Левый, Чăваш Республикинчи баскетбол федерацийĕн председателĕ С.Худаев, шалти ĕçсен министерствин ГИБДД начальникĕ А.Теллин, А.Марков ашшĕ Валерий Марков саламланă. Турнира районти 12 шкул команди хутшăннă. Вĕсем малтанах 4 ушкăна пайланса вылянă. Çĕнтерỹçĕсем финалта тĕл пулнă. Виççĕмĕш вырăншăн пынă кĕрешỹре Аслă Елчĕк шкулĕн команди Патреккелсене çĕнтернĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсемшĕн хальхи вăхăтра спортăн ку енĕпе районти чи вăйлă командисем - Елчĕксемпе Çирĕклĕ Шăхальсем тупăшнă. Елчĕксем турнир çĕнтерỹçисем пулса тăнă, куçса çỹрекен кубока çĕнсе илнĕ. Çирĕклĕ Шăхаль команди иккĕмĕш вырăнта. Турнирта "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Артур Михайлов (Елчĕк), "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" ята Николай Алексеев (Çирĕклĕ Шăхаль), "Чи лайăх вылякан" ята Геннадий Петров (Патреккел) тивĕçнĕ. С.Худаев çĕнтерỹçĕсене чысланă май турнир йăлана кĕресси, çитес çул та Елчĕк районĕнче А.Маркова асăнса турнир иртесси çинчен пĕлтернĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика