МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Елчĕк ен" ăмăртăва чĕнет

13 октября 2012 г.

"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ çулсерен икĕ ăмăрту йĕркелет: çăмăл атлетсен çурхи кросне тата кире пуканĕ йăтакансен кĕркуннехи турнирне. Кире пуканĕ йăтакансен турнирĕ кăçал юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Елчĕкри ДЮСШ çуртĕнче иртет. Спортсменсем çак виçесенче ăмăртаççĕ: 2000 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасемпе арçын ачасем абсолютлă виçе категорийĕнче (8 кг кире пуканĕ); 1996 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрсемпе хĕрарăмсем 58 кг тата 58 кг йывăртарах виçесенче (16 кг тата 24 кг кире пуканĕ); çак ỹсĕмри каччăсемпе арçынсем 58, 68, 78 кг тата 78 кг йывăртарах виçесенче (24 кг тата 32 кг кире пуканĕ); 1997 çулта тата çамрăкрах хĕрсем 38, 45, 53, 58, 63 кг тата 63 кг йывăртарах виçесенче (8 кг тата 12 кг кире пуканĕ); çак ỹсĕмри каччăсем 43, 48, 53, 58, 63, 68, 73 кг тата 73 кг йывăртарах виçесенче (8 кг тата 16 кг кире пуканĕ). Командăсен тупăшăвне тĕп шкулсем, вăтам шкулсем, физкультура коллективĕсем хушшинче палăртаççĕ. Мала тухнă атлетсене "Елчĕк ен" хаçата 2013 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ. Анчах 1996 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрсемпе ар-çынсем çитĕннисен иккĕмĕш спорт разрячĕн нормативне, 1997 çулта çуралнă каччăсем çамрăксен виççĕмĕш спорт разрячĕн нормативне тултарнине шута илеççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика