МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăн уçă чемпионачĕ иртрĕ

24 апреля 2013 г.

"Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕнче регбол енĕпе Чăваш Республикин уçă чемпионачĕ иртрĕ.

Унта 3 команда хутшăнчĕ. Пĕрремĕш вăйăра "Барс" (Елчĕк ялĕ) тата "Вятка" (Киров хули) тĕл пулчĕç, иккĕмĕшĕнче - "Вятка" тата "Олимп" (Шупашкар хули). Пĕрремĕш вырăншăн "Барс" тата "Олимп" командăсем кĕрешрĕç. Хĕрỹ кĕрешỹре "Олимп" команда 18:12 шутпа çĕнтерчĕ, кубока çĕнсе илчĕ.

Командăсене наградăлама Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ С.Шелтуков, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, Раççейĕн регбол федерацийĕн вице-президенчĕ, Атăлçи регионсем хушшинчи координаторĕ И.Андреев хутшăнчĕç. Районти массăллă вăйăсене ирттерме пулăшнă пирĕн ентешсем - Н.Бариновпа И.Тикушев Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика