МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ кубок та Елчĕкрех

13 апреля 2013 г.

Икĕ кубок та Елчĕкрех

Нумаях пулмасть, пуш уйaхeн юлашки кунeсенче, Вaрнар поселокeнче Чaваш Республикин кубокне çeнсе илессишeн йывaр атлетсен aмaртaвe иртнeччe. Унта çитeннe атлетсем хaйсен вaйне, aсталaхне кaтартрeç. Елчeк район команди арçынсем хушшинче те, хeрарaмсем хушшинче те виççeмeш вырaнсене тухма пултарчeç. Ака уйaхeн 6-7-мeшeсенче йывaр атлетсен тепeр aмaрту пулчe. Хальхинче республикaри 16 çултан кeçeнрех спортсменсем тупaшрeç унта. Aмaрту Спартакиада программине кeрет. Çавaнпа та участниксем йышлa пулчeç. Елчeкри Спорт çуртне çeр ытла штангист пухaнчe. Çав вaхaтрах А.Кедрова аса илсе республика шайeнчи турнир та иртрe кунта йывaр атлетсен. Ку aмaртaва ирттерме С.А.Карамаликов нумай вaй хучe. Вaл Александрпа пeр класра вeреннe, пeрле спорт секцине ç?ренe. Халe Тутарстан Республикинче пурaнать, Теччeре реанимаци уйрaмeнче тухтaр пулса eçлет.

Aмaртaва хутшaнакансене район администрацийeн пуçлaхeн пeрремeш çумe - рен? тата çамрaксен политикин пайeн начальникe Л.В.Левый тата С.А.Карамаликов спортра çитeн?сем тума сeнчeç.

Пeрремeш тапхaрта помост çине хeрсем тухрeç. Çулeсемпе çамрaк пулин те, чылайaшe хaйне чaн спортсмен пек тытать, кaтартaвeсем те япaх мар. Пирeн район хeрeсем пушшех те маттур пулчeç. Республика чемпионки ятне П.Андреева (Кивe Эйпеç шкулe) тата М.Портнова (Елчeк шкулe) çeнсе илчeç. Çавaн пекех тeрлe виçесенче Е.Ертмакова (Çeнe Пaва), А.Марковапа Р.Гаврилова (Кивe Эйпеç) призерсен шутне кeчeç. Çапла вара хeрсен команди пилeк медаль илчe, çавaн пекех Елчeк районe Чaваш Республикин кубокне тивeçрe. Иккeмeшпе виççeмeш вырaнсенче - Етeрне районe тата Улатaр хули.

Арçын ачасемпе те мухтанма пултаратпaр эпир. Чи çaмaл виçере яланхи пекех Çeнe Пaва шкулeнче вeренекен А.Паршуков çeнтерчe. Тепeр виçере (34 кг) çак шкулти А.Чугунов Патaрьел спортсменне выляса ярса иккeмeш вырaна тухрe. Патреккелти М.Марков та приз илме пултарчe. Унaн - виççeмeш кaтарту. 42 кг атлетсем хушшинче А.Перцев та aнaçлa aмaртрe, Кивe Эйпеç шкулeнчен килнe спортсмен кeмeл медаль çeнсе илчe. Патреккелти С.Миллин вара 46 кг категоринче виççeмeш вырaна йышaнчe.

50 тата 56 кг атлетсем хушшинче Елчeкри А.Сайкин иккeмeш тата Çeнe Пaвари Н.Конюков пeрремeш кaтартусем турeç. 62 кг виçере вара Василипе Дмитрий Зайцевсем ыттисенчен пултаруллaрах пулни палaрчe. Вeсем малти икe вырaна йышaнчeç. Çак виçерех Елчeкри В.Викторовпа Çeнe Шупашкар хулинчи Олимп резервeсене хатeрлекен училище студенчe С.Грибов хушшинчи aмaрту кaсaк иртрe. Вeсем А.Кедров ячeллe парнешeн тупaшрeç. Хальхинче Владимир икe енлe кeреш?ре 166 кг пухрe, çeнтер?çeне 1 кг анчах выляса ячe. А.Демьянов (Елчeк) 63 кг виçере иккeмeш кaтарту турe.

Йывaртарах виçесенче турнира хутшaнакансем лайaх aмaртрeç. 69 кг виçере Елчeкри А.Александров тата Аслa Пaла Тимешри спорт мастерeн кандидачe А.Никитин илемлe aмaрту кaтартрeç. Вeсем иккeшe те Çeнe Шупашкарта вeренеççe. Андрей икe енлe кeреш?ре 210 кг пухма пултарчe, пуçласа спорт мастерeн кандидачeн нормативне пурнaçларe. Александрaн кaтартaвe 5 кг сахалтарах пулчe.

Чи йывaр атлетсем хушшинче Кушкaри А.Марков палaрчe. Вaл кaкaр çинче чи йывaр штангaна - 118 кг çeклеме пултарчe.

Арçын ачасем хушшинче пeрремeш вырaнта Елчeк район команди. Иккeмeшпе виççeмeш вырaнсенче - Патaрьел тата Çeмeрле командисем.

В.ДЕМЬЯНОВ, aмaртусен тeп судйи.

Сaн ?керчeкре: aмaртусене йeркелекенсем тата çeнтер?çeсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика