МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй ăнăçлă иртнĕ

11 июня 2013 г.

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - кăçалхи Акатуй уявне йĕркелесе ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркеленĕ ушкăн ертỹçи Л.Левый унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Çулталăкра пĕрре пулакан уяв программи пурнăçланнине пĕлтерчĕ, ăна ирттерме хутшăннă оргкомитет ертỹçисене, тивĕçлĕ службăсен работникĕсене тав турĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин "Прогресс" АХОри тракториста В.Борисова, Аслă Елчĕкри хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçине В.Чернова, "Стройэнергосервис" ОООри автомобиль водительне С.Шепинова район администрацийĕн Тав çырăвĕсене парса чыс турĕ.

Район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ В.Муратов Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсен экономика ăмăртăвĕн йĕркисемпе паллаштарчĕ, ял тăрăхĕсене унта хутшăнма чĕнчĕ. Вăл виçĕ ушкăнра - муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи халăх йышне кура иртет. Унта экономикăри, социаллă пурнăçри кăтартусене шута илеççĕ.

В.Муратов Елчĕк районĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче халăх ыйтăвĕсене тивĕçтернине ыйтса пĕлнин итогĕсемпе паллаштарчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика