МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем Канашра та палăрчĕç

01 июня 2013 г.

Афган тата Чечен вăрçисен хĕрỹ точкăсенчи çапăçусен ветеранĕсен тата вĕсен çемье членĕсен республикăри çуллахи спартакиади Канаш хулинче иртнĕ.

Унта пирĕн район команди ăнăçлă ăмăртрĕ. Акă, шашка тата нард вăййисенче Владимир Портнов (Аслă Таяпа) иккĕмĕш, Петр Анисимов (Кавал) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Шывра ишессипе Юрий Петров (Тỹскел) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Мини футбол вăййинчи тĕл пулусем çивĕч иртрĕç. Финалта Елчĕксемпе Патăрьелсем тĕл пулчĕç. Пирĕн футболистсем, 1:0 шутпа çĕнтерсе, спартакиада чемпионĕсем пулса тăчĕç. Тỹскелĕнчи Вячеслав Аникин вăйăра урине амантрĕ пулин те, финалта юлашки минутченех выляма чăтăмлăх çитерчĕ.

Дартс вăййинче Петр Анисимовăн ывăлĕ 7 çулхи Илья чи вăйли пулчĕ.

Пирĕн район спортсменĕсем - виçĕ Микулай - Петров, Крылов (Патреккел), Сайкин (Елчĕк) тата тăватă Слава - Аникин (Тỹскел), Мартынов (Елчĕк), Елисеев (Аслă Пăла Тимеш), Павлов (Кармал) тата çак йĕркесен авторĕ Олег Марков (Тĕмер) тăрăшнипе Елчĕк район команди республикăри спартакиадăра иккĕмĕш вырăн йышăнни хăех пысăк çитĕнỹ.

"Орифлейм" фирмăн Канашри ертỹçисем - Иринăпа Сергей Калашниковсем укçа-тенкĕпе пулăшрĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. Вĕсене тав тăватпăр.

Олег Марков- Тĕмерсем, запасри офицер.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика