МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурхи кубок хуçи паллă

18 мая 2013 г.

Çурхи кубок хуçи паллă

Аслă Çĕнтерĕве уявланă кун Елчĕкри тĕп стадионта футболла выляса район кубокне çĕнсе илессишĕн финалти тĕл пулу иртрĕ.

Унта Елчĕк тата Тăрăм ял тăрăхĕсенчи спорт тусĕсем вылярĕç.

Кăçалхи турнира çỹлерех асăннă командăсемсĕр пуçне Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенчи футболистсем - пурĕ 4 коллектив хутшăннă. Пирвайхи вăйăра Аслă Елчĕк команди Лаш Таяпари çамрăксенчен выляса илнĕ. Çĕнтерỹçĕ çурма финалта Елчĕк ял тăрăхĕн командипе тĕл пулнă, ăна выляса янă. Тепĕр çурма финалта Тăрăмсем Çирĕклĕ Шăхаль командипе вылямаллаччĕ. Анчах вăл тĕл пулăва килменнипе Тăрăм команди çĕнтернĕ тесе йышăннă.

Финалти вăйă çивĕч иртрĕ. Пĕрремĕш таймра Елчĕксем Тăрăмсен хапхине виçĕ мечĕк тапса кĕртрĕç, хăйсенне иккĕ çеç кĕрттерчĕç. Тăрăм команди иккĕмĕш таймра вăйă шутне танлаштарма тăрăшрĕ. Анчах вăйă вĕçленес умĕн площадка хуçисем тепĕр мечĕк тапса кĕртрĕç - 4:2. Çапла майпа çурхи кубока Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнсе илчĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика