МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район чысне çỹле çĕклерĕç

19 сентября 2013 г.

эстафета СЧШăмат кун Шупашкарта пулса иртнĕ "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрне Андриян Григорьевич Николаева асăнса иртнĕ çăмăл атлетсен эстафета чупăвĕнче Елчĕк районĕн спортсменĕсем пысăк çитĕнỹсем турĕç.

Çак ăмăртăва тепĕр майлă прессăн спорт фестивалĕ теççĕ. Кăçал ăна 75-мĕш хут йĕркелерĕç. Пĕрремĕш хут эстафетăна 1932 çултах ирттернĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсенче çеç тăхтав пулнă.

Спорт уявне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев уçрĕ. Вăл çăмăл атлетика Чăваш Енре спортăн чи анлă сарăлнă, халăх юратакан енĕсенчен пĕри пулнине, ку енĕпе пирĕн республикăран Олимп вăййисен, тĕнче, Европа, Раççей чемпионĕсем йышлă пулнине палăртрĕ, ăмăртăва хутшăнакансене пурне те ăнăçусем сунчĕ. Ăмăрту участникĕсене çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов саламларĕ.

Эстафета чупăвĕ 12 ушкăнра иртрĕ. Пирĕн районти спорт тусĕсем ултă ушкăнра вăй виçрĕç. Пĕрремĕш ушкăнра ертỹçĕсем чупрĕç. Чăваш Пуçлăхĕпе М.Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, министерствăсемпе ведомствăсен, район администрацийĕсен ертỹçисем, çав шутра Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем чупрĕç.

Ун хыççăн республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен командисем, çав шутран "Елчĕк ен" хаçат работникĕсем те старта тухрĕç. Район администрацийĕсен командисен ушкăнĕнче Елчĕк районĕн спорт тусĕсем малти 10 команда йышне кĕме пултарчĕç.

Елчĕксем пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен ушкăнĕсенче уйрăмах палăрчĕç. 9 çул вĕренмелли шкулсен командисенчен Кĕçĕн Таяпари тата Канаш районĕнчи шкулсем хушшинче çивĕч кĕрешỹ пычĕ. Эстафета чупăвĕн тапхăрĕсенче пĕринче Елчĕксем, тепринче Канашсем малта пычĕç. Юлашки тапхăрта Кĕçĕн Таяпа командинчи М.Скворцов воспитанникĕсем вăйлăрах пулчĕç, финиша пĕрремĕш çитрĕç. Çак ушкăнра Хăвăлçырма шкулĕнчи çăмăл атлетсем (физкультура учителĕ А.Карсаков) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Кун пек çитĕнỹ халĕччен пулманччĕ. Çавăнпа куракансем, уйрăмах Елчĕксем, вăтам шкулсен ушкăнĕнчи Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенчи çăмăл атлетсенчен те пысăк çитĕнỹ тăвасса кĕтрĕç. Шанăçа Çирĕклĕ Шăхалĕнчи О.Осипов учитель воспитанникĕсем тỹрре кăларчĕç. Вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти гимнази шкулĕн команди хыççăн финиша иккĕмĕш çитрĕç. Стадионти спорт комментаторĕ, дистанцисенче ăмăрту мĕнле иртнине пĕлтерсе тăраканскер, Елчĕксен ятне çине-çинех асăнни чĕресенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Ĕçре кăна мар, спортра та малтисен ретĕнче пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕç пирĕн çамрăк спортсменсем. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăннă Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Хăвăлçырма шкулĕсем спорт инвентарĕсем туянма Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин сертификачĕсене тивĕçрĕç. Уйрăм участниксене дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика