МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăха çирĕплетет

31 августа 2013 г.

Сывлăха çирĕплетет

"Çынна хастар пулма, сывă пурнăç йĕркине йышăнма çамрăкранах вĕрентмелле. Çавăнпа та республикăра ачасемпе çамрăксен спортне аталантарасси тĕп вырăнта тăрать..." (Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыруран).

Физкультурăпа тата спортпа туслă пулни çынна сывлăхлă пулма, киревсĕр йăласенчен те аякра тăма май парать.

Илья Чернов çамрăк пулин те ялта, районта ырă ятпа палăрма ĕлкĕрчĕ. 11-мĕш класа çỹрекенскер, кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче кĕрешỹ енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçрĕ.

Илья Аслă Елчĕкри Верăпа Александр Черновсен çемйинче Илья пророк уявĕн эрнинче çуралнăран ăна çак ята панă.

Ача имшертерех пулни амăшне шухăшлаттарнă. Ытти ачасемпе выляма хутшăнасшăнах пулман вăл, час-часах чыхăна-чыхăна кайнă. Ачана тухтăрсене кăтартсан ăна астма чирĕ аптратнине пĕлнĕ амăшĕ хуйха ỹкнĕ, тỹрех Шупашкара сипленме кайнă. Илья çитĕнсе пынă май чир аптратма та аптратма пуçланă.

4-мĕш класа çитсен ывăл ача уроксем хыççăн кружоксене çỹреме пуçланă. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине уйрăмах кăмăлланă вăл. Çак кружока ертсе пыракан В.Чернов ачана хавхалантарсах пынă май Илья пĕрремĕш çитĕнỹсем тума, юлташĕсене тĕлĕнтерме пуçланă. Кĕçех тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма пуçланă ача. Ерипен унăн сывлăхĕ те улшăнса пынă, чирĕпе сахалрах аптăранă.

Кружока кĕçех Г.Адюков ертсе пыма пуçланă. 2009 çулта Илюш пĕрремĕш пысăк çитĕнỹ тăвать, кĕрешессипе Çĕрпỹ хулинче иртнĕ ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăнать. Çак çултан пуçласа паянхи кунччен 60 ытла Хисеп хучĕпе диплома, тав хучĕсене тивĕçет ача. Кăçал Республика кунне паллă тунă кун йĕркеленĕ ăмăртуран И.Чернов яла çĕнтерỹçĕ ятпа тата пысăк парнепе - телевизорпа таврăнчĕ. Унăн çитĕнĕвĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ анчах мар, ял-йыш та чунтан хĕпĕртет. Ирĕклĕ майпа кĕрешнисĕр пуçне ача футбол тата хоккей вăййисемпе кăсăкланать, ялти ытти çамрăксене те спорта юратма хистет.

Ватăпа ватăлла, çамрăкпа çамрăкла пулма пĕлнĕшĕн хисеплеççĕ ăна. Кашнинех хисеплесе ырă сывлăх сунать, килти ĕçрен те ỹркенсе тăмасть.

Нумаях пулмасть Илья Челябинск хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртнĕ ăмăртуран лайăх кăтартусемпе таврăнчĕ.

В.КАССИРОВА.

Е.Петрова сăн ỹкерчĕкĕнче: И.Чернов.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика