МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурник кунне халалласа

14 августа 2013 г.

Физкультурник кунне халалласа

Шăмат кун, Пĕтĕм Раççейри физкультурник кунне халалласа, районта спорт ăмăртăвĕсем, массăллă спорт мероприятийĕсем иртнĕ.

Елчĕкри тĕп стадионта ял тăрăхĕсем хушшинче мини-футбол енĕпе йĕркеленĕ турнира 8 команда хутшăннă. Вĕсем икĕ ушкăна пайланса пĕр-пĕринпе вылянă. Хăйсен ушкăнĕнче 1-2-мĕш вырăнсене йышăннă командăсем çĕнтерỹçĕне тата призерсене палăртнă. Тăрăм ялĕнчи çамрăксем турнирта виççĕмĕш вырăна тухнă. Финалта вара "Яльчики - ДЮСШ" тата "Булаево" командăсем тĕл пулнă. Икĕ команда та тăрăшса вылянă. Анчах ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн футболисчĕсем вăйлăрах пулнă, 2:1 шутпа çĕнтернĕ. Елчĕкри "Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексăн спорт залĕнче волейболистсен турнирĕ çак вăййа юратакансене пуçтарнă.

"Улăп" ФОК команди пĕрремĕш, Тĕмер команди - иккĕмĕш, районти физкультура учителĕсем виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Стрит-бол вăййи Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн баскетбол площадкинче иртнĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем çак йĕркепе вырнаçса тухнă: 1. Елчĕк ял тăрăхĕ. 2. Шупашкарти ентешсен команди. 3. "Стройэнергосервис" ООО.

Бассейн кунĕпех ишме юратакансемпе тулли пулнă. Виçĕ ушкăнра ăмăртса çĕнтерỹçĕсене палăртнă. Арçынсем хушшинче Алексей Леонтьев, Артур Михайлов, Данил Кондратьев, хĕрсен ушкăнĕнче Ольга Романова, Александра Егорова, Анастасия Краснова, ветерансен ушкăнĕнче Михаил Скворцов, Юрий Петров, Андрей Карсаков палăрнă.

Пĕтĕм Раççейри Физкультурник кунĕ Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунĕпе пĕр килнĕ. Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунне Спорт министерстви кварталта пĕрре ирттерме сĕннĕ. Çак кун сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем спорт комплексĕ паракан çăмăллăхсемпе тỹлевсĕр усă курма пултарнă. Çавна май çак кун "Улăпри" бассейнра, тренажер залĕнче, спорт залĕнче халăх сахал мар пулнă. Çитĕс çул Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунне кварталта пĕрре мар, уйăхра пĕрре йĕркелеме палăртаççĕ.

А.НИКОЛАЕВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика