МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслă çемье

10 августа 2013 г.

Спортпа туслă çемье

Аслисен ырă тĕслĕхĕпе

Акчел ялĕнчи Николаевсен çемйи пирки сăмах пуçарсан чи малтанах спортпа туслă пулнине палăртаççĕ. Утса çỹреме пĕлмеççĕ вĕсем, кỹрше те чупса каçаççĕ.

Çемьере чи ватти, ертсе пыраканĕ - Елизавета Никоноровна. Мăшăрĕ 53 çултах çĕре кĕнĕрен Лиза аппа сак тулли ачи-пăчине ура çине тăратас тесе сахал мар куç хупмасăр çĕр каçнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăнах фермăна ĕçе кĕнĕскер пенсие тухмасăр та унтан уйрăлман.

- Фермăна утса мар, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла çуран чупса çитеттĕмĕр. Яланах пĕрремĕш пыраттăм, - тет 76 çулхи хĕрарăм спорт çинчен сăмах пуçарнă май.

Ашшĕ-амăшĕн вăр-варлăхне, вашаватлăхне, ĕçченлĕхне курса ỹсекен ача-пăча наян та кахал, услап пулма пултараймасть. Юн вĕресе тăрасси ачисене куçатех. Аслă ывăлне - Бориса Патреккел шкулĕнче чухне кĕске дистанцисене чупса çитекенни пулман. Шупашкарти пĕр ăмăртура çĕнтернĕ Борис приз укçипе амăшне кĕпе туянса парса та савăнтарнă. Борисăн юлташĕ Анатолий Миллин пурнăçне спортпа çыхăнтарчĕ. Бориса та тренерсем хулари ятарлă шкулта ăсталăхне туптама хистесех чĕнчĕç, анчах вăл урăх çул суйласа илчĕ. Паян пурнăçне спортпа çыхăнтарманшăн кăштах кулянать те. Хăйĕн хĕрĕсене те спортпа туслаштарчĕ вăл. Гена шăллĕн ачи Андрей кире пуканĕ йăтас енĕпе район, республика чемпионĕ. Саша шăллĕн ывăлĕпе хĕрĕ - Николайпа Оля - çăмăл атлетикăпа Раççей спорт мастерĕн кандидачĕсем.

- Хамăр та мĕн ачаран çăмăл атлетикăпа туслăччĕ. Халĕ те аптăрасах тăмастпăр, - калаçăва малалла тăсаççĕ Лиза аппан Светлана кинĕпе кĕçĕн ывăлĕ Саша.

Çуран чупмалла-и е йĕлтĕрпе ярăнмалла - çемье çавăрсан та тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хутшăннă. Районти культурăпа спорт фестивалĕсенче йĕлтĕрпе чупса пĕрре мар призлă вырăн çĕнсе илнĕ Николаевсем. "Атте, анне, эпĕ - спорт çемйи" конкурссенчен те пăрăнман. Светлана районти почта çыхăнăвĕн отраслĕнче ĕçленĕрен организаци чысне çуран чупса пĕрре мар хỹтĕленĕ. Мĕн каламалли, паян та çуран чупассипе ăмăртăва хутшăнмашкăн, старта тухма хатĕр вăл.

"Прогресс" хуçалăхăн Акатуйĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса яланах малти вырăнсем çĕнсе илнĕ.

- Кăçалхи призсене Акчелти Николаевсемех илсе пĕтерчĕç. Светлана ăмăртăва тухсан эпир кая юласси куç кĕрет, - тетчĕç хĕрарăмсем.

Саша вара саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех колхозри, районти Акатуйран юлман. Вăл лашасене пăхас ĕçпе канăçнех çухатнă. Кашни çулах лашасемпе сĕрен янă. Парнесен йышĕ çулсерен ỹссе пынă. Юлан утçă тытса пыракан "Призер", "Принцесса", "Гавана" урхамахсен ячĕсем таврана саланнă. Кăçал та Александр Николаев юлан утçă районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче 800 метрлă дистанцире сĕрен ярса "Малышка" урхамахĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Хĕрĕх урлă каçнă виçĕ ача ашшĕ лаша спорчĕпе кăна мар, сунарпа та интересленет. Хĕлле пăшал çакса миçе çухрăм утмасть-ши? Темиçе çул каялла тытнă кашкăр тирĕ пăлтăрта типтерлĕн çакăнса тăрать. Унпа пĕрле сунара тухнă çамрăксем киле çитсен ывăннипе тỹшек çине тĕшĕрĕлеççĕ пулсан, кил хуçи арçынĕ вĕри чей ĕçнĕ хыççăнах выльăх-чĕрлĕх патне тухать. Вĕсем вара кил картинче сахал мар - пăрусем кăна пиллĕк.

Пушă вăхăт тупăнсанах - кашни сехете пĕлсе йĕркелеме пĕлеççех вĕсем - пулла çỹреме кăмăллаççĕ. Светлана та тепĕр чухне мăшăрĕнчен юлмасть.

- Пĕринче çур хăлаç пулă виççĕ тытрăм. Аран-аран, мăшăрăм пулăшнипе туртса кăлартăм, - пĕлтерет харсăр хĕрарăм хĕпĕртесе.

Пахчара çум курăк çумламалла-и, урамра, масар çинче тирпей-илем кĕртмелле е уяв йĕркелемелле... Николаевсем ял пурнăçĕнче çав тери хастар, пуçаруллă.

Пуласлăхĕ пысăк вĕсен

Светланăпа Александр виçĕ ача çуратса ỹстереççĕ. Тĕпренчĕкĕсем пĕчĕккĕ чухне ĕçре те, канура та яланах юнашар пулнă. Хăйсем спорта юратнăранах ачисене те мĕн пĕчĕкрен вăй-халне пиçĕхтерме вĕрентнĕ.

Патреккел шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех Николайпа Оля шкулти тĕрлĕ ăмăртусене хастар хутшăннă. А.Адюков физкультурник ачасен спортри ỹсĕмĕсене сăнаса тăнăскер, тĕрлĕ сĕнỹ-канашсемпе нумай пулăшнă, хавхалантарнă. Вĕсен çирĕп кăмăлне, малалла талпăннине курса тăрса тăтăшах районти, республикăри ăмăртусене илсе çỹренĕ. Николаевсем çуран чупса, утса шкул чысне çĕкленĕ. Район хаçачĕн призĕсемшĕн пыракан ăмăртура вĕсем тантăшĕсене хăйсенчен ирттермен. Оля аслисемпе ăмăртсан та мала тухнă.

Николайпа Ольăра малашлăх пуррине курса Шупашкар тренерĕсем хăйсем патне вĕренме чĕннĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă спорт шкулĕнче вĕренеççĕ, спортра пысăк çитĕнỹсем тăвас тесе ăнтăлаççĕ.

Çулталăк хушшинче пĕр уйăх çеç тăван килте канма вăхăт тупăнать çăмăл атлетсен. Ытти чухне вĕренỹ, тренировка: кашни кунах сывлăха çирĕплетмелли занятисем, ирхине 15 километр, каçхине 8 километр чупасси саккунпа тан.

Оля хăйĕн тренерĕсене - Г.Архиповăпа Н.Захарова тав тăвать. Вĕсем каникулта та хăйсен воспитаникĕсен кулленхи пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ.

Акчел ялĕн паллă спортсменĕсем - Раççей чемпионĕсем. Виçĕ курс пĕтернĕ Оля пĕлтĕр Пенза хулинче 18 çула çитмен хĕр ачасем хушшинче ирттернĕ ăмăртура 1500 метра чупса пĕрремĕш, 3000 метра чупса иккĕмĕш вырăнсене тухрĕ. Иртнĕ çулах вăл Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине тивĕçрĕ. 2012 çулта "Районти чи лайăх спортсмен" ята çĕнсе илчĕ. Раççей чемпионки кăçалхи Акатуйра ялав çĕклеме те тивĕç пулчĕ.

Кăçал та Хусанта çăмăл атлетикăпа юниорсем хушшинче ирттернĕ Раççей шайĕнчи ăмăртура призлă вырăнсем çĕнсе илчĕ. 1994-1995 çулсенчи хĕр ачасем хушшинче 3000 тата 5000 метрсене çуран чупса иккĕмĕш вырăнсене тухрĕ.

Николайăн ỹсĕмĕсем те савăнтараççĕ. Вăл 20 километр çуран утса çĕнсе илнĕ дипломсемпе кубоксем сахал мар. Унсăр пуçне ялти футбол командинче выляма май тупать Николай. Кăçал район шайĕнчи ăмăртура "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята тивĕçрĕ. Ольăн наградисем пиччĕшĕнчен те нумай. Çăмăл атлетика енĕпе Раççейри çамрăксен пĕрлештернĕ командин йышĕнче тăраççĕ.

- Пирĕн тĕллев - çывăх вăхăтра Раççей спорт мастерĕн ятне çĕнсе илсе тата пысăк ăмăртусене хутшăнасси, Елчĕк çĕрне Игнатьевпа Андреев пек çĕр-шыв шайĕнче чапа кăларасси, - теççĕ пĕр тăвансем.

Николаевсен виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ Ксения кĕçĕн класра кăна вĕренет-ха. Вăл та физкультурăна юратать, пĕрремĕш усĕмĕсем палăрма пуçланă.

- Спортра вăй-хала пиçĕхтерни сывлăхшăн усăллă. Савăнатăп ачасемпе, мăнукăмсемпе, - тет Лиза аппа.

Николаевсене малашлăхра пысăк ăнăçусем сунатпăр. 

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Раççей чемпионĕсем - Ольăпа Николай Николаевсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика