МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă тренера асăнса

09 октября 2013 г.

Лаш Таяпа ялĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Петр Самсонова асăнса çăмăл атлетсен районти уçă ăмăртăвĕ иртнĕ.

Петр Николаевич Самсонов 70-80-мĕш çулсенче республикăра чи паллă спортсменсенчен пĕри пулнă. Унăн вĕренекенĕ, Владимир Андреев, 20 çухрăма спорт мелĕпе утса Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ, тĕнчери, Европăри ăмăртусенче нумай хутчен чемпион, призер пулса тăнă.

Хальхи ăмăртăва районти шкулсенчен кăна мар, кỹршĕллĕ Тутарстан ялĕсенчен те çамрăк спортсменсем тупăшма килнĕ. Вĕсене Елчĕкри "Улăп" спорт керменĕн директорĕ Р.Григорьев, Лаш Таяпари вăтам шкул директорĕ И.Чернова, ялти шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ, педагогика ветеранĕ В.Яковлев, çак ăмăртăва йĕркелекенĕ тата спонсорĕ В.Меметов саламланă.

Ăмăртура Елчĕкри вăтам шкул команди - пĕрремĕш, Хăвăлçырмасем - иккĕмĕш, Кĕçĕн Таяпасем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Уйрăм дистанцисенче палăрнă участниксене, командăсене Хисеп грамотисемпе, медальсемпе чысланă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика