МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем çамрăксене шанаççĕ

02 ноября 2013 г.

Аслă Елчĕкре спорт залĕнче ялта çуралса ỹснĕ спорт ветеранĕсене чысласа ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен районти уçă ăмăртăвĕ иртрĕ.

Ирĕклĕ майпа тата тутар-пушкăрт, чăваш кĕрешỹ мелĕпе вăй виçессипе ялтан вун-вун спортсмен тухнă, спорт мастерĕн тата кандидачĕн, районти Акатуй паттăрĕн ячĕсене тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче - Илья Уркин, Николай Казначеев, Александр Кассиров, Виталий Орехов, Василий Патшин, Юрий Печков, Валерий Чернов, Сергей Илеменев, Владимир Петрушкин тата ыттисем.

Аслă Елчĕкри турнирта чи малтан кавир çине 21 кг виçери çамрăк спортсменсем тухрĕç. Малти вырăна Роман Яковлев, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Владимир Адюков, Антон Мешков (пурте Аслă Елчĕк) йышăнчĕç. Ытти виçесенче спортсменсем пьедестал картлашки çине çапларах вырнаçса тухрĕç: 27 кг. 1. Роман Иванов (Çĕнĕ Пăва). 2. Олег Ефимов. 3. Юрий Прокопьев (Аслă Елчĕк). 30 кг. Алексей Тябуков (Аслă Елчĕк). 2. Руслан Галошев (Кушкă). 3. Артур Никонов (Çĕнĕ Пăва). 34. 1. Артем Александров (Елчĕк). 2. Андрей Крысов (Çĕнĕ Пăва). 3.Валерий Соколов (Елчĕк). 38 кг. 1. Николай Лапшин (Çирĕклĕ Шăхаль). 2. Данил Викентьев (Çĕнĕ Пăва). 3. Кирилл Зайцев (Кушкă). 42 кг. 1. Дмитрий Дергунов (Кушкă). 2. Данил Кузнецов (Патреккел). 3. Петр Галкин (Çирĕклĕ Шăхаль). 42 кг йывăртарах. 1. Данил Ефимов (Тăрăм). 2. Данил Сяманов (Кушкă). 3. Кирилл Патшин (Аслă Елчĕк). 54 кг. 1. Денис Антонов (Елчĕк). 2. Александр Блинов (Кушкă). 3. Денис Пыркин (Çĕнĕ Пăва). 58 кг. 1. Евгений Теньков (Аслă Елчĕк). 2. Дмитрий Пробкин. 3. Николай Конюков (Çĕнĕ Пăва). 63 кг. Александр Чернов (Аслă Елчĕк). 2. Алексей Иванов (Елчĕк). 3. Николай Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 69 кг. 1. Илья Чернов (Аслă Елчĕк). 2. Алексей Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Александр Федоров (Аслă Елчĕк).

Аслисем хушшинче 65 кг виçере пĕрремĕш вырăна нумай хутчен республика чемпионĕ пулнă, Раççейри ăмăртусенче палăрнă Эдуард Адюков (Аслă Елчĕк) тухрĕ, иккĕмĕш вырăнта - Зинон Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 65 кг йывăртарах виçере пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Константин тата Денис Захаровсем тухрĕç, виççĕмĕш - Петр Маслов (Çирĕклĕ Шăхаль). Хĕр ачасем абсолютлă виçере кĕрешрĕç. Настя Начарова (Аслă Елчĕк) - пĕрремĕш, Мария Зайцева (Çĕнĕ Пăва) - иккĕмĕш, Анжела Лапшина (Çирĕклĕ Шăхаль) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсене тата призерсене Хисеп грамотисем, медальсем, парнесем парса чыс турĕç. Турнира йĕркелесе ирттерме Аслă Елчĕкри шкултан вĕренсе тухнă спортсменсем пысăк пулăшу пачĕç.

Г.АДЮКОВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика