МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шупашкар - тĕнче кубокĕсен тĕп хули

20 ноября 2013 г.

Çак кунсенче Чăваш Ене савăнăçлă хыпар çитрĕ: çăмăл атлетика федерацийĕсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн канашĕ 2016 тата 2018 çулсенче пирĕн республикăна хăвăрт утас енĕпе тĕнче кубокĕсем ирттерме ирĕк панă.

Ларăва РФ çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев, Михаил Бутов тĕп секретарь, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăннă. Раççей делегацийĕ Чăваш Енпе, спортсменсен çитĕнĕвĕсемпе, инфратытăмпа, юлашки вăхăтри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.

Чăваш Енĕн пысăк ăмăртусем йĕркелессипе опычĕ пуян. Аса илтеретпĕр: 2003 тата 2008 çулсенче Шупашкар хăвăрт утас енĕпе Европа тата тĕнче кубокĕсене йышăннă, кашни çул Раççей кубокĕсемпе чемпионачĕсем иртеççĕ. Хальхи вăхăтра республикăн тĕп хули çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионатне хатĕрленет.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика