МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кавир çинче - кĕрешекенсем

13 ноября 2013 г.

Иртнĕ шăмат кун Елчĕкри спорт керменĕнче ялта çуралса ỹснĕ, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ А.Скворцова, Э.Дмитриева, Ю.Иванова тата М.Кириллова асăнса ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен - районти шкул ачисен ăмăртăвĕ иртрĕ. Вĕсем районта çеç мар, республика ăмăртăвĕсенче те яланах малтисен ретĕнче пулнă.

Ăмăрту участникĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Л.Левый ăнăçусем сунчĕ.

Чи малтанах кавир çине 27 кг виçери çамрăк спортсменсем тухрĕç. Малти вырăна Данил Волков (Аслă Елчĕк), иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Роман Иванов (Çĕнĕ Пăва), Олег Ефимов (Аслă Елчĕк) йышăнчĕç. Ытти виçесенче кĕрешекенсем пьедестал картлашки çине çапларах вырнаçса тухрĕç: 30 кг. 1. Алексей Тябуков. 2. Станислав Мисяков (Аслă Елчĕк). 3. Артур Никонов (Çĕнĕ Пăва). 34 кг. 1. Артем Александров (Елчĕк). 2. Андрей Крысов. 3. Евгений Абрамов (Çĕнĕ Пăва). 38 кг. 1. Петр Шавкин (Кушкă). 2. Данил Викентьев. 3. Николай Абрамов (Çĕнĕ Пăва). 42 кг. 1. Данил Кузнецов (Патреккел). 2. Николай Лапшин (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Андрей Хушкин (Аслă Елчĕк). 46 кг. 1. Дмитрий Дергунов (Кушкă). 2. Кирилл Лазарев (Аслă Елчĕк). 3. Данил Петров. 50 кг. 1. Максим Катин (Елчĕк). 2. Никита Пронин (Çĕнĕ Пăва). 3. Сергей Липов (Çирĕклĕ Шăхаль). 54 кг. 1. Александр Блинов (Кушкă). 2. Иван Остроумов. 3. Денис Антонов (Елчĕк). 58 кг. 1. Дмитрий Пробкин (Çĕнĕ Пăва). 2. Дмитрий Тарасов (Аслă Елчĕк). 3. Леонид Сметанин (Елчĕк). 63 кг. Евгений Теньков (Аслă Елчĕк). 2. Алексей Иванов (Елчĕк). 3. Николай Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 69 кг. 1. Илья Чернов (Аслă Елчĕк). 2. Алексей Егоров (Курнавăш). 3. Алексей Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль). 69 кг йывăртарах. 1. Дмитрий Егоркин (Елчĕк). 2. Алексей Пыркин (Çĕнĕ Пăва).

Хĕр ачасенчен 50 кг виçере Татьяна Филимонова (Аслă Елчĕк) - пĕрремĕш, Марина Зайцева (Çĕнĕ Пăва) иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

50 кг йывăртарах. 1. Настя Начарова (Аслă Елчĕк). 2. Анжела Лапшина (Çирĕклĕ Шăхаль). 3. Маша Зайцева (Çĕнĕ Пăва).

Командăсем ушкăнĕнче Аслă Елчĕк шкулĕн команди - пĕрремĕш, Çĕнĕ Пăва шкулĕн команди - иккĕмĕш, Елчĕксем - виççĕмĕш вырăнсенче.

Çĕнтерỹçĕсене тата призерсене Хисеп грамотисем, медальсем, парнесем парса чыс турĕç.

Ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пысăк пулăшу панăшăн вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Александр Скворцовăн, Эдуард Дмитриевăн, Михал Кирилловăн, Юрий Ивановăн çывăх тусĕсене, шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене тата тăванĕсене тав тăватпăр.

С.АЛЕКСАНДРОВ, Çĕнĕ Пăва шкулĕн физкультура учителĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика