МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă штангиста манмаççĕ

13 ноября 2013 г.

Паллă штангиста манмаççĕ

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ Иссак Портнов ятне нумай çын пĕлет. Вăл йывăр атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă, нумай çул Чăваш Республикин абсолютлă чемпионĕ, рекордсменĕ пулнă. 90 килограмлă виçере пăхаттир 185 килограмлă штангăна парăнтарнă, нумай хутчен Акатуй паттăрĕ пулнă. Шел, 2004 çулта çак мухтавлă атлет пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. И.Портнова асăнса çулсерен йывăр атлетсен районти уçă чемпионатне йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Кăçал та вăл Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи информаципе культура центрĕнче иртрĕ.

Спортсменсемпе пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Л.Левый, Чăваш Республикин спортпа туризм министрĕн çумĕ С.Шелтуков, йывăр атлетикăн республикăри федерацийĕн председателĕ Г.Иванов, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, И.Портновăн пĕрремĕш тренерĕ А.Убасев саламларĕç, атлетсене ăнăçу сунчĕç. Ăмăртăвăн тĕп судйи А.Портнов тупăшăвăн йĕркисемпе паллаштарчĕ.

Уçă чемпионата республикăн тĕрлĕ районĕсенчен килнĕ 74 атлет хутшăнчĕ. Хĕрỹ кĕрешỹре Аслă Пăла Тимешри "Юман" спорт клубĕн атлечĕсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Кивĕ Эйпеçри тата Елчĕкри шкулсен командисем.

Синклер мелĕпе очкосене шутланă хыççăн абсолютлă чемпион ятне Раççей спорт мастерĕ Павел Портнов тивĕçрĕ, ăмăртăвăн тĕп призне - телевизора çĕнсе илчĕ. И.Портнов çемйин ятарлă парнине Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ Павел Ягудин, хĕрсем хушшинче абсолютлă чемпион ятне Раççей спорт мастерĕ Любовь Иноходова тивĕçрĕ. Вĕсем пурте Аслă Пăла Тимешĕнчен.

Сăн ỹкерчĕкре: хĕрсем те йывăр штангăна парăнтараççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика