МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат пăхаттирсене турнира чĕнет

13 ноября 2013 г.

Хаçат пăхаттирсене турнира чĕнет

"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ çулсерен икĕ ăмăрту йĕркелет: çăмăл атлетсен çурхи кросне тата кире пуканĕ йăтакансен кĕрхи турнирне.

Кире пуканĕ йăтакансен XIV турнирĕ кăçал чỹк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Елчĕкри ДЮСШ çуртĕнче иртет. Атлетсем икĕ енлĕ, 10 минутра кире пуканне нумайрах йăтас енĕпе ăмăртаççĕ.

Спортсменсем çак виçесенче вăйлисене палăртаççĕ: 1997 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрсемпе хĕрарăмсем 58 кг тата 58 кг йывăртарах виçесенче (16 кг е 24 кг кире пуканĕ); çак ỹсĕмри каччăсемпе арçынсем 58, 68, 78 кг тата 78 кг йывăртарах виçесенче (24 кг е 32 кг кире пуканĕ); 1998 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрсем 38, 45 кг (8 кг кире пуканĕ); 53, 58, 63 кг тата 63 кг йывăртарах виçесенче (12 кг кире пуканĕ); çак ỹсĕмри каччăсем 43, 48 кг виçесенче (8 кг кире пуканĕ); 53, 58, 63, 68, 73 тата 73 кг йывăртарах виçесенче (16 кг кире пуканĕ).

Командăсен тупăшăвне тĕп шкулсем, вăтам шкулсем, физкультура коллективĕсем хушшинче палăртаççĕ.

Çĕнтерỹçĕ-атлетсене "Елчĕк ен" хаçата 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ. Призерсене грамотăсем, медальсем парса чыслаççĕ. Анчах 1997 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрсемпе арçынсем çитĕннисен иккĕмĕш спорт разрячĕн нормативне, 1998 çулта çуралнă тата çамрăкрах каччăсем çамрăксен виççĕмĕш спорт разрячĕн нормативне тултарнине шута илеççĕ.

Участниксен хăйсемпе пĕрле паспорт (14 çултан пуçласа) е çурални çинчен свидетельство, медицинăн страховани полисĕ пулмалла.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика