МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район вăйлă çынсемпе пуян

30 ноября 2013 г.

Район вăйлă çынсемпе пуян

А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче районти "Елчĕк ен" хаçатăн призĕсемшĕн кире пуканĕ йăтакансен черетлĕ XIV турнирĕ иртрĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, район хаçачĕн тĕп редакторĕ Н.Алексеев саламларĕç, кире пуканĕ йăтакансене ăнăçу сунчĕç, сывă пурнăç йĕркине малашне те тытса пыма сĕнчĕç.

Турнира 2001 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсем пуçларĕç. Арçын ачасенчен Кивĕ Эйпеçри А.Носова çитекенни пулмарĕ - икĕ енлĕ ăмăртура вăл 234,5 килограмм пухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - А.Князевпа (Лаш Таяпа) В.Кузьмин (Хăвăлçырма).

Çак ỹсĕмри хĕр ачасенчен Лаш Таяпари К.Тунгулова çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Сăмах май, юлашки вăхăтра Лаш Таяпасем хăйсен ятне тавăрма пуçларĕç. З.Кондратьев хавхалантарса пынипе çамрăксем кире пуканĕ йăтассипе палăраççĕ. Малашне те ăнăçу çеç сунар Лаш Таяпасене.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - А.Козлова (Çуткỹл) тата М.Маркова (Кивĕ Эйпеç).

Унтан помост çине аслăрах çулсенчи кире пуканĕ йăтакансем тухрĕç.

1997 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрсем 58 кг, 58 кг ытларах виçесенче вăйне виçрĕç. 58 кг виçере А.Волкова (Çирĕклĕ Шăхаль), В.Ананьева, А.Перцева (Курнавăш), 58 кг йывăртарах виçере О.Емельянова (Çĕнĕ Пăва), Л.Кузьмина (Лаш Таяпа), О.Максимова (Курнавăш) палăрчĕç.

Яшсенчен 58 кг виçере Курнавăшри Г.Александров, Аслă Елчĕкри Р.Патшин, 68 кг виçере Курнавăшри И.Юхмин, Çĕнĕ Пăвари В.Зайцев, Аслă Елчĕкри А.Чернов, 78 кг атлетсенчен Елчĕкри А.Кожевников, Лаш Таяпари Н.Журавлев, Курнавăшри П.Ефимов, 78 кг йывăртарах виçере Елчĕкри А.Журавлев, Курнавăшри А.Егоров 24 кг кире пуканĕсене вылянтарчĕç кăна. Вĕсем пурте призерсен йышне кĕчĕç.

1998 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсем питĕ йышлă пулчĕç. Хĕр ачасем 6 виçере, арçын ачасем 8 виçере ăмăртрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем пьедестал картлашки çине çапла вырнаçрĕç: 38 кг. 1. А.Панкратова (Кивĕ Эйпеç). 2. К.Бахомова (Кĕçĕн Таяпа). 3. М.Фомина (Курнавăш). 45 кг. 1. М.Михайлова (Хăвăлçырма). 2. Л.Иванова (Лаш Таяпа). 3. Е.Ертмакова (Çĕнĕ Пăва). 53 кг. 1. Т.Семенова (Кĕçĕн Таяпа). 2. П.Смирнова (Курнавăш). 3. Д.Кадышева (Çĕнĕ Пăва). 58 кг. 1. А.Перцева (Курнавăш). 2. Л.Краснова (Хăвăлçырма). 3. Р.Гаврилова (Кивĕ Эйпеç). 68 кг. 1. М.Зайцева (Çĕнĕ Пăва). 2. К.Изратова (Кивĕ Эйпеç). 3. Н.Абдулкина (Лаш Таяпа). 68 кг йывăртарах. 1. Д.Зайцева (Çĕнĕ Пăва). 2. А.Гаврилова (Патреккел). 3. В.Кошкина (Кĕçĕн Таяпа).

Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен: 43 кг. 1. В.Журавлев (Елчĕк). 2. Г.Евдокимов (Курнавăш). 3. Д.Теллин (Кивĕ Эйпеç). 48 кг. 1. Г.Иванов (Лаш Таяпа). 2. С.Миллин (Патреккел). 3. А.Перцев (Кивĕ Эйпеç). 53 кг. 1. Н.Архипов (Курнавăш). 2. В.Кириллов (Лаш Таяпа). 58 кг. 1. А.Ижедеров (Курнавăш). 2. А.Юрков (Лаш Таяпа). 3. Д.Смирнов (Кивĕ Эйпеç). 63 кг. 1. С.Морозов. 2. В.Орлов (Кĕçĕн Таяпа). 3. В.Веков (Çуткỹл). 68 кг. 1. Н.Петров (Елчĕк). 2. Д.Зайцев (Çĕнĕ Пăва). 3. Н.Григорьев (Курнавăш). 73 кг. 1. В.Мясников (Курнавăш). 2. А.Кириллов (Çуткỹл). 73 кг йывăртарах. 1. А.Кузнецов (Елчĕк). 2. С.Максимов (Курнавăш). 3. А.Смирнов (Кĕçĕн Таяпа).

Вăтам шкулсен ушкăнĕнче Курнавăшсем - пĕрремĕш, Лаш Таяпасем - иккĕмĕш, Çĕнĕ Пăвасем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тĕп шкулсенчен Кивĕ Эйпеçсем, Кĕçĕн Таяпасем, Хăвăлçырмасем малти вырăнсенче.

Хăйсен ушкăнĕсенче, виçисенче çĕнтернĕ атлетсене районти "Елчĕк ен" хаçата 2014 çулхи пĕрремĕш çул валли тỹлевсĕр çырăнса параççĕ. Вĕсене тата призерсене грамотăсем парса чысларĕç.

"Елчĕк ен" хаçатăн призĕсемшĕн кире пуканĕ йăтакансен XIV турнирне ирттерме пулăшнă спорт тусĕсене тав тăватпăр.

А.КАРЛИН.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика