МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейлă турнирта - чи вăйлисем

11 декабря 2013 г.

Юбилейлă турнирта - чи вăйлисем

Раштавăн 7-8-мĕшĕсенче Кукеçри "Улăп" ФОКра кире пуканĕ йăтассипе "Хыпар" парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ХХХ турнир иртрĕ.

Ăмăрту савăнăçлă парадран пуçланчĕ. Спортсменсемпе тренерсене ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Олег Мешков, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертỹçи Юрий Карпов, тĕнче категориллĕ судья Сергей Бронников (Киров облаçĕ), СССР спорт мастерĕ Касим Гилязетдинов (Чĕмпĕр облаçĕ), Вагиз Сунгатов (Тутарстан) профессор саламларĕç.

Ăмăртăва çĕр-шыври 8 регионтан 33 команда, пурĕ 370 спортсмен хутшăнчĕç. Унта Елчĕксем хăйсен чысне тивĕçлипе хỹтĕлерĕç. 1998 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕрсенчен 48 кг виçере Хăвăлçырмари М.Михайлова - пĕрремĕш, А.Краснова иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 58 кг виçере Çĕнĕ Пăвари Д.Зайцевăпа М.Зайцева, Лаш Таяпари К.Тунгулова кăтартăвĕсем те начар мар. Çак ỹсĕмри арçын ачасенчен Елчĕкри Н.Петров, Курнавăшри В.Мясников та ăнăçлă ăмăртрĕç.

1995-1996 çулсенче çуралнă каччăсенчен 58 кг виçере Курнавăшри Г.Александров, 63 кг виçере Вырăскассинчи Д.Веков, Курнавăшри И.Юхмин, 73 кг виçере Курнавăшри К.Васильев, Елчĕкри А.Кузнецов та пултаруллă.

1997 çулта çуралнă тата аслăрах хĕрсенчен Ĕнелĕнчи В.Николаева, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи А.Волкова, Питтĕпелĕнчи Е.Еремеева, Çĕнĕ Пăвари М.Никитинăпа О.Емельянова хăйсен виçисенче палăрчĕç.

1994 çулта çуралнă тата аслăрах арçынсенчен Елчĕкри Д.Енедеров, Курнавăшри Д.Курчин, Ĕнелĕнчи И. Кривов, Кĕçĕн Таяпари В.Семенов, Кавалти А.Павлов, Елчĕкри О.Федоров, Ĕнелĕнчи А.Анисимов тĕрлĕ ỹсĕмсенче çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕç.

Командăсенчен Чăваш ял хуçалăх академийĕ - пĕрремĕш, Елчĕк районĕ - иккĕмĕш, Шупашкар районĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем грамотăсене, медальсене, кубоксене тивĕçрĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика