МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем хутшăннă

15 января 2014 г.

Хĕллехи кану тапхăрĕнче çынсене спорта явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас тĕллевпе кăрлачăн 1-12-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейĕпе спорт тата сывлăх вунă кунлăхĕ иртнĕ. Пирĕн районта пурăнакансем те унта активлă хутшăннă.

Уçă сывлăшра тĕрлĕ спорт вăййисем сахал мар иртнĕ. Пĕтĕм ял тăрăхĕнче спорт турнирĕсем, хоккеистсен ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ. Кĕçĕн Таяпари шкул ачисем ашшĕ-амăшĕпе йĕлтĕр çине тăнă. Тỹскелте пурăнакансем те сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине, сывлăха çирĕплетессине тĕп вырăна хураççĕ - кунта юр çинче футболла выляссине йĕркеленĕ. Патреккелти хоккей площадкинче тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем "Ылтăн шайба" клубăн кубокĕсене çĕнсе илессишĕн тупăшăва тухнă. Яманчỹрел ялĕнче те А.Ефимова асăнса хоккей турнирĕ иртнĕ - унта Аслă Елчĕксем, Лаш Таяпасем, Яманчỹрелсем тата Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпỹртсем хутшăннă.

Уйрăмах хĕрỹ кĕрешỹ "Улăп" физкультурăпа сывлăх комплексĕнче иртнĕ. 10 кун хушшинче 1756 çын волейбол, мини-футбол, шашкăпа дартс турнирĕсене кăмăлланă. Бассейн та пушă пулман - кунта 1280 ишевçĕ хутшăннă.

Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче сĕтел çи теннисне вылякансем ăмăртнă.

Элекçей Тимешре вара хĕллехи Паралимп 3 вăййине хутшăннă, тĕнче класлă спорт мастерĕпе Ю.Ильинпа тĕл пулу иртнĕ. Вăл хăйĕн çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăнă, Олимп вăййисен çулăмне Шупашкарта кĕтсе илни, унăн чаплă саманчĕсем çинчен каласа панă.

Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта вĕренекенсем йывăр атлетикăпа йĕркеленĕ секцине çỹренĕ. Çавăн пекех кунта теннис, шашка енĕсемпе ăмăртусем иртнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика