МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акчел хĕрĕнче - Чăваш Ен кубокĕ

15 января 2014 г.

Акчел хĕрĕнче - Чăваш Ен кубокĕ

Иртнĕ шăмат кун Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн çĕнĕ манежĕ çăмăл атлетикăна юратакансене йышăннă.

Манежра Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртнĕ. Унта Раççейри çăмăл атлетсем кăна мар, Украинăпа Беларуç спортсменĕсем те хутшăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕ - çĕр-шыври тата республикăри чи пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенчен пĕри. Çăмăл атлетсемшĕн çĕнĕ сезон çак турниртан пуçланать. 2013 çулта Раççей статусне илнĕ хыççăн старта "элита" тата "ылтăн резерв" (20 çула çитмен юниорсем) ушкăна кĕрекен атлетсем те тухнă. Кăçал вĕсем ăмăртура медальсен 19 комплектне çĕнсе илессишĕн вăй виçнĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче тăваттăмĕш çул ăсталăха туптакан Акчел хĕрĕ Ольга Николаева 3000 метрлă дистанцине чупса пĕрремĕш вырăна тухнă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокне, диплома тата хаклă парнене - телевизор илме тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра 18 çулхи хĕр çак уйăх вĕçĕнче Раççей командин чысне Португалинче хỹтĕлеме хатĕрленет.

Ольгăн пиччĕшĕ, Николай, çак кунах хăвăрт утассипе 5000 метрлă дистанцире вăй виçнĕ, тăваттăмĕш вырăна тухнă.

Сăн ỹкерчĕкре: пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çинче - О.Николаева.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика