МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хоккеистсем вăй виçеççĕ

11 января 2014 г.

Çĕнĕ çулхи кану кунĕсенче районти кашни ял тăрăхĕнчех кĕçĕннисемпе аслисем, аслă ăрурисем валли тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем иртнĕ.

Елчĕк районĕнче хальхи вăхăтра "Ылтăн шайба" клубăн призĕсене çĕнсе илессипе ăмăрту пырать. Кăрлач уйăхĕн 8-мĕшĕнче Патреккел, Елчĕк, Аслă Елчĕк, Тĕмер ялĕсен 1999-2000 çулсенче çуралнă хоккеисчĕсем Патреккелте тĕл пулнă. Çивĕч тупăшура малти вырăна Елчĕксем тухнă. Аслă Елчĕксемпе Патреккелсем - иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче. Николай Петров (Елчĕк) чи лайăх вратарь, Антон Долгов (Аслă Елчĕк) чи лайăх хỹтĕлевçĕ, Антон Кучков (Елчĕк) чи лайăх тапăнса вылякан ятсене тивĕçнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика