МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хыпарĕсем

31 декабря 2013 г.

Аслă Шăхалĕнче йĕлтĕрпе чупакансен районти ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 150 ытла йĕлтĕрçĕ хутшăнчĕ.

2000 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасенчен С.Сергеева (Шăмалак), Ю.Адюкова (Аслă Елчĕк), А.Семенова (Кĕçĕн Таяпа), арçын ачасенчен Д. Васильев (Çĕнĕ Пăва), Н.Миллин (Патреккел), И.Головин (Кĕçĕн Таяпа) призерсен йышне кĕчĕç.

1998 çулта çуралнă тата çамрăкрах спортсменсенчен С.Сергеевăна (Шăмалак), А.Красновăна (Хăвăлçырма), А.Обручковăна (Аслă Елчĕк), Р.Романова, Д.Казначеева (иккĕшĕ те Шăмалак), А.Долгова (Аслă Елчĕк) çитекеннисем пулман.

1996 çулта çуралнă тата çамрăкрах йĕлтĕрçĕсем те хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Кунта Н.Чернова (Лаш Таяпа), А.Елкина (Аслă Елчĕк), С.Волкова (Çирĕклĕ Шăхаль), Н.Суворов, А.Галкин (иккĕшĕ те Елчĕкрен), А.Калашников (Аслă Елчĕк) палăрнă.


 

Аслă Елчĕкри хоккей площадкине Чăваш Ен Пуçлăхĕн кубокĕшĕн пыракан шкул ачисен XV спартакиадин зонăри ăмăртăвне (аслă ушкăн) Канаш, Комсомольски, Тăвай, Елчĕк районĕсенчи командăсем хутшăннă. Кунта Елчĕксем çĕнтернĕ.


 

Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче йывăр атлетсем Чăваш Енĕн чемпионатĕнче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Çак ăмăртура Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта вĕренекенсем те ăмăртнă. Клавдия Изратова енче ăнăçлăх пулнă - вăл икĕ енлĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннă, тỹрех 3 кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Регина Гаврилова, Артем Перцев - 4-мĕш вырăнсенче.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика