МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чупăва хатĕрленетпĕр

22 января 2014 г.

Чупăва хатĕрленетпĕр

Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕнче çĕр-шывра "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2014" йĕлтĕрçĕсен массăллă ăмăртăвĕ иртет.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе ăна районта ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркелỹ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый. Виçĕм кун вăл йĕркелỹ комитечĕн пĕрремĕш ларăвне ирттерчĕ. Унта йĕлтĕрçĕсен массăллă чупăвне хатĕрленес, ирттерсе ярас ыйтăва пăхса тухрĕç.

Иртнĕ çулхи пекех йĕлтĕрçĕсен чупăвне ял тăрăхĕсен центрĕсенче йĕркелеççĕ. Елчĕк ял тăрăхĕнче вăл "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче иртет. Унта район, ял тăрăхĕн администрацийĕсенче, Елчĕкри предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, Елчĕк, Аслă Елчĕк, Таяпа Энтри, Патреккел шкулĕсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем хутшăнаççĕ.

Пур çĕрте те 11 сехет те 45 минутра массăллă чупăва уçаççĕ, шăп 12 сехетре пĕрремĕш ушкăнри йĕлтĕрçĕсем дистанцире вăй виçме тухаççĕ.

Ларура ăмăртăва йĕркелесе ирттерме хутшăнакан тĕрлĕ службăсен тивĕçĕсене палăртрĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика