МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр çемьере - икĕ стипендиат

18 января 2014 г.

Тĕрлĕ сферăра тăрăшулăхпа тата пултарулăхпа палăрнă республикăри 1000 çамрăк çулсеренех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçет. Республика бюджетĕнчен стипендиатсем валли пĕр çулталăкра уйăракан 21 миллион та 960 пин тенкĕ яшсемпе хĕрсене хавхаланса вĕренме тата ĕçлеме, тĕрлĕ ĕмĕте пурнăçа кĕртме пулăшать.

Кăçал стипендиатсен йышне пирĕн районти 13 çамрăк кĕме пултарнă. Ĕçлекенсенчен стипендиат ята 6 специалист тивĕçнĕ: Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕ Ольга Андреева, Елчĕк район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ĕçченĕ Андрей Орехов тата финанс пайĕнчи сектор заведующийĕ Наталья Чернова, Лаш Таяпа шкулĕнче физкультура предметне ертсе пыракан Ольга Салмина, Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Диана Турхан, Ленин ячĕллĕ хуçалăхри Денис Чернов оператор.

Пултаруллă çамрăксенчен 7-шĕ вара - вĕренекенсем. Элина Иванова, Семен Морозов (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ), Мария Корнилова (Курнавăш), Анна Митрофанова (Çирĕклĕ Шăхаль), Артур Михайлов (Елчĕк), Инесса Павлова (Çĕнĕ Пăва шкулĕ), Илья Чернов ("Улăп" спорт шкулĕн воспитанникĕ).

Сăмах май, пĕр çемьерен стипендиат ята иккĕн тивĕçнисем те пур, вĕсем пиччĕшĕпе шăллĕ - Аслă Елчĕкри Ильяпа Денис Черновсем.

Е.ПЕТРОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика