МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лаш Таяпасем спорт уявне хатĕрленеççĕ

16 января 2013 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Лаш Таяпа тăрăхĕнчи спортсменсене пĕтĕм республикипех пĕлме пуçларĕç.

Ĕлĕкрех Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ "Слава" колхозăн чысне ун чухне пĕрремĕш разрядлă атлетсемпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕсем Анатолий Макаров, Зинон Иванов, Петр Попов, Анатолий Кондратьев, Сергей Тунгулов, Николай Самсонов, Петр Сметанин, Альберт Герасимов штангистсемпе кире пуканĕ йăтакансем, Анатолий Дмитриев, Николай Сорокин, Анатолий Павлов кĕрешекенсем, велосипед енĕпе СССР спорт мастерĕ, ялти вăтам шкул учительници Луиза Дмитриева хỹтĕленĕ. Чĕрĕк ĕмĕр ытларах каялла Лаш Таяпари çамрăк хоккеистсем темиçе хут республикăри турнирсенче çĕнтерчĕç, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Петр Самсоновăн вĕренекенĕсем çăмăл атлетика тата полиатлон енĕсемпе ăмăртса Совет Союзĕн, Раççей тата Европа чемпионачĕсенче вун-вун медаль çĕнсе илчĕç. Петр Николаевичăн чи пархатарлă вĕренекенĕ Владимир Андреев тĕнче чемпионачĕсенче тата Олимп вăййисенче те малти вырăнсене йышăнчĕ.

Шел пулин те, 10-15 çул каялла Лаш Таяпа тăрăхĕнчи спортсменсем тĕрлĕ сăлтавсене пула республика чемпионачĕсенче япăхрах ăмăртма пуçларĕç. Ăнланма йывăртарах сăлтавсене пула вырăнти шкулти тата ял тăрăхĕнчи волейболистсемпе футболистсен, çăмăл атлетсемпе йĕлтĕрçĕсен, штангистсемпе кире пуканĕ йăтаканĕсен командисем районти ăмăртусенче те япăх вырăнсене йышăнчĕç. Юлашки çулсенче çак тỹнтерле тĕслĕх Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ, кунти вăтам шкулта вĕреннĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председательне, Раççей спорт мастерне Ю.А.Попова тата унăн çумне А.П.Князева, XXVII Олимп вăййисен виççĕмĕш призерне, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинне В.В.Андреева, çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерне, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерне Н.И.Анисимова тата ытти сумлă спорт ветеранĕсене уйрăмах пăшăрхантарчĕ. Çакна палăртма кăмăллă, вĕсенчен чылайăшĕ, уйрăмах П.Н.Самсоновăн вĕренекенĕсем Владимир Меметов, Сергей Тунгулов, Олег Пешкумов тата Николай Николаев Лаш Таяпара физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе пысăк пулăшу параççĕ.

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче А.П.Князев ертсе пынипе Лаш Таяпара спорт уявĕ ирттерме палăртнă. Программăра - кире пуканĕ тата штанга йăтасси, йĕлтĕрпе чупасси, хоккейла тата шашкăлла вылясси. Ăмăртусен тĕп судйи пулма СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерне В.В.Андреев олимпиеца çирĕплетнĕ. Петр СИДОРОВ, Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт отличникĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика