МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхпа спорт кунĕнче

10 января 2013 г.

Уявсем тата канмалли кунсем вăхăтĕнче çынсем валли лайăх та усăллă кану йĕркелес тĕллевпе республикăра "Спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ" акци иртнĕ. Асăннă акцие хутшăнса "Улăп" спорт комплексĕнче ĕçлекенсем кăрлачăн 5-мĕшĕнче Елчĕксене уçă алăксен кунне йыхравланă. Çак кун район çыннисем спорт залне тỹлевсĕрех кĕнĕ. Бассейна ишекенсен йышĕ нихçанхинчен нумай: 362 çын пулнă. 63-ĕн тренажер залĕнче пиçĕхнĕ. Универсаллă спорт залĕнче мини-футболла вылякансемпе ăна курса ларма кăмăллакансем йышлăн пухăннă. Мала тухассишĕн "Яльчики", "Тоскаево", "Олимп", "Сабанчино", "Байдеряково" тата "Факел" командăсем ăмăртнă. Спорт керменĕн ĕçченĕсем ытти кунсенче те район çыннисене тулли кăмăлпа кĕтеççĕ. Сывлăха кунран-кун çирĕплетме мĕн пур майсем пур "Улăпра".

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика