МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă ăмăртнă

19 марта 2014 г.

Иртнĕ кану кунĕсенче Вăрнар поселокĕнчи "Вурнарский" ФСКра арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче йывăр атлетика енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртнĕ. Унта Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Етĕрне хулисен, Вăрнар поселокĕн, Патăрьелпе Елчĕк районĕсен командисем тупăшнă. Елчĕк спортсменĕсем ăнăçупа савăнтарнă.

Хăйсен виçисенче А.Перцев (Кивĕ Эйпеç), В.Викторов (Елчĕк), В.Зайцев (Çĕнĕ Пăва), А.Марков (Кушкă), Л.Иноходова (Аслă Пăла Тимеш) - пĕрремĕш, Э.Миронов (Энтепе), А.Иноходов (Аслă Пăла Тимеш) - иккĕмĕш, Н.Канюков (Çĕнĕ Пăва) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Пĕтĕм командăсенчен Елчĕксем - çĕнтерỹçĕсем.


 

Етĕрне хулинче кире пуканĕ йăтакансем Чăваш Республикин ăмăртăвне хутшăннă. Çамрăксен результачĕсем начар мар. Хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăна А.Волкова, В.Николаева, Е.Еремеева, Д.Курчин, А.Кожевников, А.Кузнецов, И.Кривов, А.Павлов, иккĕмĕшне Н.Николаев, А.Журавлев, Д.Зайцева, виççĕмĕшне М.Зайцева, Г.Александров йышăннă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе чысланă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика