МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье командисем чăмăртанаççĕ

12 марта 2014 г.

Чи çепĕç те ачашшисем, хĕвелĕн çут пайăркисем, çурхи пĕрремĕш чечексем, пире телей кỹрекенсем, тĕнчен асамлă çыннисем, çак пурнăçа тăсакансем - паллах вĕсем хĕрарăмсем. Шăпах вĕсене халалласа мартăн 8-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешри культура çуртĕнче волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта 5 команда хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕ: шкул ачисем, студентсем, Аслă Пăла Тимешĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ, Портновсем, Михайловскисем.

Турнир шучĕпе 23-мĕш пулчĕ. Вăл çулсерен вăй илсе пынине те палăртмалла. Волейболистсем нумайлансах пыраççĕ, çитменнине тата çемье командисем чăмăртанаççĕ. Акă, Михайловскисем темиçе çул ĕнтĕ хăйсем пĕр ушкăнпа тухаççĕ. Анатолий Алексеевич ертсе пынипе Алексей, Дмитрий, Денис ывăлĕсем тата виççĕмĕш сыпăкри Василий шăллĕ юлашки çулсенче пĕрремĕш вырăна никама та памаççĕ. Портновсен çемйи те вĕсенчен юласшăн мар. Пĕлтĕр Александр Павлович хăйĕн пиччĕшĕпе Владимир Павловичпа пĕр тăван ывăлĕсенчен тăракан команда йĕркелесе янă. "Çак турнир ячĕшĕн çеç иртменни куç кĕрет. Командăсем ятарласа çĕлетнĕ формăсемпе выляма пуçларĕç. Кашнийĕшĕн çине кам пулнине кăтартса хушаматсене те çырнă. Акă, шурăпа кăвак формăллисем - Михайловскисем, хĕрлĕпе кăвак тĕслисем - Портновсем. Тата çакна та палăртса хăварас килет: малтан командăсенче арçынсем кăна курăнатчĕç пулсан, кăçал Портновсен, шкул ачисен, Аслă Пăла Тимешĕн пĕрлештернĕ командисенче чипер пикесем те пур", - çапла пĕлтерчĕ çулсерен турнир курма çỹрекен Николай Васильев.

Акă, шăхлич сасси те илтĕнчĕ. Командăсем вылянă хушăра "мечĕке тыт", "каçарса яр", "çĕклеттерсе çап" ... сăмахсем çеç илтĕнсе тăчĕç. Шкул ачисем пĕчĕккĕ пулин те ыттисемпе пĕр танах вылярĕç, студентсен командинчен вара кăшт çеç кая юлса 5-мĕш вырăна тухрĕç. Аслă пĕлỹ илекенсем хальхинче 4-мĕш вырăнпа тăрса юлчĕç. Призлă вырăнсене пайлакансен вара самай тар тăкма тиврĕ. Темиçе çул "чемпион" ята тивĕçнĕ Михайловскисене иккĕмĕш вырăна хăварса Аслă Пăла Тимешĕн пĕрлештернĕ команди çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ, Портновсем вара хальхинче виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕç. Грамотăллă пулнă хыççăн командăсем çавра сĕтел хушшине пухăнса çитĕнỹсемпе çитменлĕхсене сỹтсе яврĕç.

Елена ПОРТНОВА, информаципе культура центрĕн ертỹçи.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика