МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнчĕ

07 марта 2014 г.

Районти вĕренỹ учрежденийĕсенчи педагогсемпе вĕренекенсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç.

VIP чупура 50 çултан аслăрах хĕрарăмсенчен Г.Скворцова (Таяпа Энтри), Е.Никифорова (Çуткỹл), арçынсенчен Н.Малышкин (Аслă Елчĕк), П.Кузнецов (Курнавăш), В.Карчиков (Çирĕклĕ Шăхаль) палăрчĕç.

50 çула çитмен хĕрарăмсенчен С.Кудряшовăна ("Илемпи" ача сачĕ), Р.Парферьевăна (искусство шкулĕ), И.Кузьминăна (диагностикăпа консультаци центрĕ), арçынсенчен Г.Ловкина (Хăвăлçырма), Р.Григорьева (ДЮСШ), Д.Горшкова (Çĕнĕ Пăва) çитекенни пулмарĕ.

Эстафетăра тĕп шкулсенче вĕренекенсем - Шăмалаксем - пĕрремĕш, Кĕçĕн Таяпасем - иккĕмĕш, Елчĕксем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вăтам шкулсенчен Елчĕксем, Çирĕклĕ Шăхальсем, Аслă Елчĕксем мала тухрĕç.

Вĕрентекенсем те эстафетăра тупăшрĕç. Кунта тĕп шкулсен командисенчен Кĕçĕн Таяпасем, Шăмалаксем, Кивĕ Эйпеçсем, вăтам шкулсенчен Аслă Елчĕксем, Елчĕксем, Курнавăшсем - çĕнтерỹçĕсемпе призерсем.

Çавăн пекех тепĕр ушкăнра та хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн команди - пĕрремĕш вырăнта. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - "Шевле" тата "Илемпи" ача сачĕсен ĕçченĕсем.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене кубоксем, грамотăсем тата асăнмалăх призсем парса чысланă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика