МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Афганеца" асăнса - мини-футбол

01 марта 2014 г.

Çĕр-шыв хỹтĕлевçин кунĕнче массăллă оборонăпа спорт уйăхлăхне, Афган вăрçинчен таврăнайман Ю.П. Григорьева халалласа Кивĕ Эйпеçре мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Унта воин-интернационалистсем, Юрий Григорьев тăванĕсем, Елчĕк район администрацийĕн представителĕсем, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тата ыттисем те хутшăннă.

Çичĕ команда хушшинчи ăмăрту хĕрỹ иртнĕ, çĕнтерỹçĕ ята Кавалти "Олимп" спорт залĕн команди тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăна _ Тăрăм, виççĕмĕшне Патреккел командисем тухнă. Геннадий Петров (Патреккел) чи лайăх хỹтĕлевçĕ, Евгений Носов ("Олимп" клуб) чи лайăх тапăнса вылякан, Алексей Егоров (Тăрăм) чи лайăх вылякан ята çĕнсе илнĕ.

Çак кун дартс вăййин ăмăртăвне те йĕркеленĕ Кивĕ Эйпеçсем. Кунта шкул ачисен хушшинче 1-мĕш вырăна Клава Изратова, "афганецсенчен" Николай Петров (Патреккел) мала тухнă.

Çĕнтерỹçĕсем хисеп хучĕсемпе парнесене тивĕçнĕ. Уява ирттерме Леонид Григорьев уйрăм предприниматель пысăк пулăшу панă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика