МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортпа туслисен йышне ỹстермелле

26 февраля 2014 г.

Спортпа туслисен йышне ỹстермелле

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн корреспондент çак кун ĕçлĕ визитпа районта пулнă Чăваш Республикин физкультура тата спорт министрĕпе Сергей Мельниковпа курнăçрĕ, Пĕрлехи информаци кунĕн темисемпе тата спортпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама ыйтрĕ.

- Сергей Владимирович, Информаци кунĕн тĕп темисен шутĕнче Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тата 2013 çулта республика бюджетне пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕпе çыхăннă ыйтусем. Çакăн çинче кĕскен чарăнса тăрсамăр...

- Чăваш Ен яланхиллех ỹсĕмлĕн аталанать, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырать. Иртнĕ çул патшалăх парăмне каялла тавăрас ĕçе тивĕçлипе пурнăçланă.

Республика харпăр хăй илекен тупăшĕ 9,2 процент ỹснĕ. Производство калăпăшĕн индексĕ чакнă пулсан та, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 2012 çулхипе танлаштарсан 7,4 процент ỹсни паллă. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче Чăваш Ен социаллă сферăри тăкаксене тухăçлă саплаштарнипе палăрса тăрать.

Малашлăх бюджета тишкерес пулсан та, унăн чылай пайĕнче ỹсĕм пурри курăнать.

- Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе пурнăçланă ĕçсем тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнчи тĕп тĕллевсем пирки мĕн палăртатăр?

- Паянхи кун Чăваш Енре пурнакан кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă. Республикăри спорт çитĕнĕвĕсене Раççей тата тĕнче шайĕнче тивĕçлипе хак панă. Чăваш Ен сумлă ăмăртусене - 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионатне, 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утас енĕпе Тĕнче кубокне ирттерме ирĕк çĕнсе илнĕ. Виçĕм çул спорт ĕçне хутшăнакан чи лайăх региона тупса палăртас енĕпе йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра Чăваш Ен иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ, иртнĕ çул вара пирĕн республика "Раççей регионĕ" номинацире çĕнтерчĕ, физкультурăпа спорт енĕпе паракан наци премине тивĕçрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçласси - тĕп ыйту. Паян районсенче хута янă спорт комплексĕсенче сывлăха çирĕплетме, спортăн тĕрлĕ тĕспе аталанма условисем çителĕклĕ. Çырура палăртнă тăрăх, шкул ачисен 50 проценчĕ спорт шкулĕсенче ăсталăха туптамалла.

Пурнăçа кĕртме палăртнă тĕп задачăсен шутĕнче - халăх сывлăхне çирĕплетесси, çынсене спорт комплексĕсене çỹреме явăçтарасси. Çавăнпа та кăçалтан уйăхра пĕр хут вĕсенче Сывлăх кунне ирттерессине йăлана кĕртетпĕр. Çак кун спорт комплексĕсенче тỹлевсĕр йышăнĕç.

- Халăх сывлăхне çирĕплетес енĕпе йышăннă тĕллевлĕ программа пирки мĕн каланă пулăттăр?

- 2014-2020 çулсем валли Чăваш Республикинче физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе патшалăх программине йышăннă. Программăна пурнăçа кĕртме пурĕ 6,9 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă, вĕсенчен çуррине яхăн спортăн çĕнĕ объекчĕсем çĕклес ĕçе яма палăртнă. Программăпа килĕшỹллĕн, куллен спорт çурчĕсене çỹрекенсен хисепне 40 процента çитермелле.

- Сочире иртнĕ Олимпиадăра пирĕн республика чысне Елена Муратова хỹтĕлерĕ. Уншăн Чăваш Енре пурăнакансем те питĕ хумханчĕç...

- Хĕллехи Олимпиадăра пирĕн чăваш спортсменĕсем 1972 çултанпах хутшăнманнине шута илсен, Елена Муратова Чăваш Ен чысне Раççей команди йышĕнче хỹтĕлеме тивĕç пулни пирĕн республикăшăн пысăк сум. 42 çул каялла Олимп чемпионĕ - Комсомольски районĕнчи Тукайра çуралса ỹснĕ Владимир Воронков йĕлтĕрçĕ Чăваш Республикин чысне çỹле çĕкленĕ.

Сочири Олимпиадăра Елена пĕрремĕш квалификаци чупăвĕнче 18-мĕш, 2-мĕш чупура 11-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен ячĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнне кĕнĕ Елена Муратовăпа тата унăн тренерĕпе Валерий Васильевпа тĕл пулчĕ, физкультурăпа спорта аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн Тав çырăвĕпе, алла çыхмалли сехетпе тата укçан преми памалли сертификатпа чысларĕ.

Еленăн ăсталăхне сăнанă май Чăваш Енре могул ăмăртăвĕпе ытларах кăсăкланма пуçлани сисĕнет. Спорт ăмăртăвĕсен тĕп пайне спортăн çак тĕсне кĕртме, хатĕрленỹ тапхăрĕсене йĕркелесе ирттерме ятарлă центр хута яма палăртатпăр.

Елена ПЕТРОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика