МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.Ф. Рыбкина асăнса

05 февраля 2014 г.

Районта халĕ массăллă оборона тата спорт уйăхлăхĕ пырать. Çавна май тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Иртнĕ кану кунĕсенче Патреккелĕнчи шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ, ялта хоккей вăййине никĕсленĕ Н.Ф. Рыбкина асăнса турнир иртрĕ. Унта 5 команда - Патреккелсемпе Елчĕксем, Аслă Елчĕксемпе Тĕмерсем тата кỹршĕ Комсомольски районĕнчи Нĕркеçсем хутшăнчĕç. Вĕсем таса 20-шер минут вăхăт вылярĕç, тăхтавсем 15-шер минут тăсăлчĕç. Вăйăсене А. Адюков, Б. Клементьев, Л. Гаврилов судьясем йĕркелесе пычĕç. Аслă Елчĕксем Тĕмерсенчен 4:2, Елчĕксем Нĕркеçсенчен 6:3 шутсемпе выляса илчĕç. Аслă Елчĕксемпе Елчĕксем хушшинчи вăйă 6:4 шутпа вĕçленчĕ. Финалта Патреккелсемпе Аслă Елчĕксем тĕл пулчĕç. Ăнăçу Патреккелсем енче пулчĕ - 4:3. Вĕсем кубока çĕнсе илчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика