МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрпе шуса тухрăмăр хире

05 февраля 2014 г.

Йĕлтĕрпе шуса тухрăмăр хире

Кăçалхи çул Раççейре пурăнакансемшĕн паллă тапхăрпа палăрса тăрать - часах Сочире хĕллехи Олимп вăййисем пуçланаççĕ. Тен, çавна пула иртнĕ вырсарни кун иртнĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2014" массăллă чупу хăйĕн патне сахал мар çынна илĕртрĕ. Çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр, Елчĕкри "Ырсамай" культурăпа кану паркне Елчĕк, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче пурăнакансем пухăнчĕç. Тĕрлĕ ăрури çынсем пур кунта: шкул ачисем те, предприятисемпе учрежденисенче, организацисенче ĕçлекенсем те, çемьесем те, йĕлтĕрçĕ-ветерансем те.

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, иртнĕ çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче Олимп çулăмĕ Шупашкарта пулчĕ. Олимп çулăмĕн эстафетине пирĕн районтан тухнă çынсем те сахал мар хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ С.Шелтуков. Вăл хăйĕн Олимп факелне тăван шкулне парнелеме шутланă. Елчĕкре иртнĕ массăллă чупура факел малалла çул тытрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиатне И.Чернова пачĕ.

Йĕлтĕр спортне, сывă пурнăç йĕркине юратакансене район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, массăллă чупăвăн йĕркелỹ комитечĕн ертỹçи Л.Левый саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Çав вăхăтра районти кашни ял тăрăхĕнчех йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Пĕтĕмпе 875 участник сивĕ çанталăкран хăрамарĕ, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕ.

Чи малтан старта предприятисемпе учрежденисене, организацисене ертсе пыракансем тухрĕç. Вĕсем чăннипех сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшнине кăтартса пачĕç. Массăллă чупу пулсан та, мала тухнисене палăртмаллах. Кунта, иртнĕ çулхи пекех, Аслă Елчĕкри вăтам шкула ертсе пыракан Н.Малышкина çитекенни пулмарĕ. Ун хыççăн финиша Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, "Стройэнергосервис" ООО директорĕ А.Нягин çитрĕç. Хĕрарăмсенчен районти тĕп больницăн врачĕ А.Васильева, ачасен искусство шкулĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Р.Парферьева, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Анисимова та призерсен йышĕнче.

Вĕсемпе пĕрле старта тухнă шкул ачисенчен Аслă Елчĕкри вăтам шкулти Г.Агеев, А.Обручкова, В.Падуева, В.Мисяков, Ю.Адюкова тата Елчĕкри А.Данилов та малтисен ретĕнче.

50 çула çитмен хĕрарăмсемпе арçынсем те йĕлтĕр йĕрĕ çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Хĕрарăмсенчен Аслă Елчĕкри Л.Адюковăна çитекенни пулмарĕ. Чăннипех хастар Люба - вăл мăшăрĕпе тата ачисемпе нумаях пулмасть анчах республикăра та чи лайăх çемьесен конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - тĕп больницăри Н.Афанасьевăпа Елчĕкри И.Архипова. Çак ỹсĕмри арçынсенчен Елчĕкри вăтам шкулти Н.Волков, "Улăп" ФОКри А.Васильев хушшинче хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Шел, А.Васильев финиша çитиччен кăшт маларах ỹкрĕ. Н.Волков - çĕнтерỹçĕ. Виççĕмĕш вырăнта - Елчĕкри И.Кучков.

Аслă çулсенчи çынсем те сахаллăн мар тухрĕç йĕлтĕр йĕрĕ çине. 50 çултан иртнĕ хĕрарăмсенчен район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕнче тăрăшакан В.Немцевăна пĕлекенсем сахал мар - тĕрлĕ ăмăртусенче малти вырăнсене çеç йышăнать вăл. Хальхинче те çавах пулчĕ - вăл дистанцие чи малтан вĕçлерĕ. Ун хыççăн финиша Елчĕкри вăтам шкул вĕрентекенĕсем Н.Носовăпа Л.Маркова çитрĕç.

Арçынсенчен Елчĕкри уйрăм предпринимателе В.Изратова, район администрацийĕнчи В.Петрова, Елчĕкри О.Журавлева çитекенни пулмарĕ.

Иртнĕ çулсенче шкулсенчи аслă классенче вĕренкенсем старта массăллăн тухаканччĕ. Тен, çанталăк сивĕ пулнипе-ши, кăçал вĕсем сахаллăн пулчĕç. Çапах та кĕрешỹ хĕрỹ пулчĕ. Хĕрсенчен Аслă Елчĕкри вăтам шкулти А.Начарова мала тухрĕ. Унăн пуçарăвне çак шкултах пĕлỹ пухакан Д.Калашников, И.Савуков, И.Соколов тытрĕç.

Массăллă чупура мала тухнă йĕлтĕрçĕсене грамотăсем, парнесем парса чыс турĕç. Чупăва хутшăннă чи çамрăк спортсмен Аслă Елчĕкри Г.Печков тата чи аслă йĕлтĕрçĕ О.Журавлев (Елчĕк) уйрăм парнесене тивĕçрĕç.

Спорт уявĕнче суту-илỹ точкисем ĕçлерĕç. Çавăн пекех медицина, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем те тава тивĕç.

А.КАРЛИН.

Сăн ỹкерчĕксенче: йĕлтĕрçĕсен уявĕн саманчĕсем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика