МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кавир çинче

01 февраля 2014 г.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем республикăри шкул ачисен шайĕнче иртекен XVI спартакиадине хутшăнчĕç.

Унта 1997-1999 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем кĕрешрĕç. Пьедесталăн картлашки çине районăн тĕрлĕ шкулĕнче вĕренекенсем хăпарчĕç. Хăйсен виçисенче Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Д. Антонов, Аслă Елчĕкри А. Майков, Çирĕклĕ Шăхалĕнче вĕренекен Н. Федорова тата Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи М. Зайцева - виççĕмĕшсем. Çавăн пекех Н. Лапшин (Çирĕклĕ Шăхаль), М. Зайцева (Çĕнĕ Пăва), А. Начарова (Аслă Елчĕк) - район командине паха очкосем пачĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсене малашне тата та лайăх кăтартусем тума сĕнетпĕр.

С.АЛЕКСАНДРОВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика