МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ

16 апреля 2014 г.

Çуллахи спорт сезонĕ уçăлчĕ

36-мĕш çул ака уйăхĕнче çуллахи спорт сезонне "Елчĕк ен" (маларах "Колхоз ялавĕ") хаçат призĕсемшĕн ирттерекен çăмăл атлетсен çурхи кросĕ уçать.

Кăçал çанталăкĕ сивĕрех тата çиллĕрех тăчĕ пулин те çакă спортсменсен хĕрỹлĕхне пĕрре те чакармарĕ. Дистанцие тухакансем малалла талпăнчĕç, пĕрремĕш ретре пулма тăрăшрĕç. Кĕтни, çирĕпрех пулма тăрăшни çитĕнỹсем патне илсе пычĕ те. Елчĕкри "рынок" - "районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" хушшинчи трасса çинче ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче халăх йышлă пулчĕ.

Çивĕч иртрĕ çăмăл атлетсен кросĕ. Ăна уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, ăмăртăвăн тĕп судйи, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев, "Советская Чувашия" хаçат представителĕсем Е.Плетнев, Л.Васильев хутшăнчĕç. Сăмах май, çак çурхи кросс "Елчĕк ен" хаçат призĕсемшĕн кăна мар, СССР космонавт летчикне А.Г.Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат призĕсене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен республикăри эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те пулчĕ.

Чи малтанах старта çамрăксем тухрĕç. Кунта çакна палăртмалла: çитĕннисемпе пĕрлех кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пуçласа шкула кайнă ачасем те чупăва хутшăнчĕç. Акă, Çĕнĕ Пăва шкулĕнче пĕрремĕш класра вĕренекен А.Федоров хăйĕн ăсталăхĕпе палăрчĕ. Унăн аппăшĕ Анжела та 500 метрлă дистанцире чупрĕ. Çĕнтерỹçĕ пулни мар, ăмăртăва хутшăнни паха.

2002 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасенчен Елчĕкри шкулта вĕренекен Катюша Агеева чăннипех те çăмăл атлетикăна кăмăллани палăрчĕ. Ăна Кĕçĕн Таяпа шкулĕнчи Т.Изосимова кăшт çеç хăваласа çитеймерĕ.

Шăмалакри шкулти физкультура учителĕ С.Сидоров хăй çак ăмăртăва мĕн пуçланнăранпах хутшăннине, чăннипех çурхи кросс нумай атлета спортăн аслă çулĕ çине тухма пулăшнине палăртать. Ахальтен мар ĕнтĕ Лаш Таяпара ỹссе çитĕннĕ, Олимп вăййисен призерĕ В.Андреев, Исемпелĕнче çуралса ỹснĕ тĕнче класлă спортсмен О.Захаров тата ытти вун-вун спортсмен хăйсен спортри çул-йĕрне çурхи кросран малалла тăснă.

Чупу хыççăн чупу. Çăмăл атлетсен çурхи кросĕнче пĕр çемьерен çĕнтерỹçĕсен йышне кĕни те савăнтарать. Акă, Кĕçĕн Таяпари Надеждăпа Борис Головинсем хăйсен ỹсĕмĕнче пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕç. Чăннипех маттур вĕсем! Хăйсем çĕнсе илнĕ тỹлевсĕр "Елчĕк ен" хаçатăн пĕр экземплярне Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен çуртне çырăнтарса пама ыйтни те ырă пулăм. Çавăн пек ырă тĕслĕх малашне те пултăр! Уйрăм дистанцинче палăрнă çăмăл атлетсене те тав сăмахĕ калатпăр. Çапах та командăсене те мухтас килет. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Кĕçĕн Таяпасем мала тухрĕç. Çавăн пекех Патреккелсемпе Хăвăлçырмасем те ырă ята тивĕç.

Вăтам шкулсенчен Курнавăшсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем иртнĕ çул çĕнсе илнĕ кубока кăçал та хăйсен аллинчех хăварчĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Елчĕксем. Виççĕмĕш вырăна Аслă Елчĕкри шкулта вĕренекенсем çĕнсе илчĕç.

Ял тăрăхĕсемпе организацисенчен, предприятисенчен Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн команди мала тухрĕ. Вĕсен ĕçтешĕсем - Курнавăш ял тăрăхĕн команди - виççĕмĕш вырăнта. Шăмалакри шкулта вĕрентекенсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç.

Мала тухнă çăмăл атлетсене грамотăсем парса чысларĕç. Вĕсене çавăн пекех 2014 çулхи иккĕмĕш çур çула "Елчĕк ен" хаçата тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Командăсене куçса çỹрекен кубоксем, грамотăсем пачĕç. "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн коллективĕ ăмăртăва ăнăçлă ирттерсе яма пулăшнăшăн "Улăп" физкультурăпа сывату комплексĕн коллективне, районти шкулсенчи физкультурăпа вĕрентекенсене, районти тĕп больница, ГИБДД ĕçченĕсене, Н.Малышкина, В.Архипова тав сăмахĕ калаççĕ.

Çитес çулччен!

А.КАРЛИН.

Ăмăрту çĕнтерỹçисем тата призерĕсем

2002 çулта çуралнă тата çамрăкрах хĕр ачасем. 500 м.

1. Е.Агеева (Елчĕк шкулĕ). 2. Т.Изосимова (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ). 3. А.Вастулова (Аслă Елчĕк шкулĕ).

2002 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасем. 500 м.

1. А.Мясников (Курнавăш шкулĕ). 2. В.Воробьев (Таяпа Энтри шкулĕ). 3. З.Семенов (Çĕнĕ Пăва шкулĕ).

2000-2001 çулсенче çуралнă хĕр ачасем. 500 м.

1. А.Семенова (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ). 2. А.Краснова (Елчĕк шкулĕ). 3. А.Круглова (Курнавăш шкулĕ).

2000-2001 çулсенче çуралнă арçын ачасем. 1000 м.

1. Г.Агеев (Аслă Елчĕк шкулĕ). 2. Н.Такмаков (Чăваш Тăрăм шкулĕ). 3. Н.Миллин (Патреккел шкулĕ).

1998-1999 çулсенче çуралнă хĕрсем. 1000 м.

1. А.Смирнова (Курнавăш шкулĕ). 2. Т.Семенова (Кĕçĕн Таяпа шкулĕ). 3. С.Фомкина (Чăваш Тăрăм шкулĕ).

1998-1999 çулсенче çуралнă каччăсем. 2000 м.

1. Д.Кондратьев (Елчĕк шкулĕ). 2. Д.Волков (Хăвăлçырма шкулĕ). 3. В.Корнилов (Курнавăш шкулĕ).

1996-1997 çулсенче çуралнă хĕрсем. 1500 м.

1. С.Михайлова (Çирĕклĕ Шăхаль). 2. Е.Овчинникова (Елчĕк шкулĕ). 3. А.Волкова (Елчĕк шкулĕ).

1996-1997 çулсенче çуралнă каччăсем. 3000 м.

1. А.Егоров (Курнавăш шкулĕ). 2. А.Захаров (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ). 3. Н.Суворов (Елчĕк шкулĕ).

Хĕрарăмсем. 1000 м.

1. М.Михайлова (Чăваш Тăрăм). 2. А.Симакова (Кĕçĕн Таяпа). 3. Т.Захарова (Кĕçĕн Таяпа).

Арçынсем. 2000 м.

1. Д.Петроградский (Лаш Таяпа). 2. А.Васильев (Елчĕк). 3. Ф.Тихонов (Тăрăм).

35 çултан аслăрах хĕрарăмсем. 500 м.

1. Н.Головина (Кĕçĕн Таяпа). 2. Л.Львова (Шăмалак). 3. И.Петрова (Тăрăм).

40 çултан аслăрах арçынсем. 1000 м.

1. Б.Головин (Кĕçĕн Таяпа). 2. М.Скворцов (Кĕçĕн Таяпа). 3. Э.Краснов (Курнавăш).

Командăсем.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем. 1. Кĕçĕн Таяпа. 2. Патреккел. 3. Хăвăлçырма.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем.

1. Курнавăш. 2. Елчĕк. 3. Аслă Елчĕк.

Ял тăрăхĕсем, предприятисемпе организацисем.

1. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ. 2. Шăмалак шкулĕ. 3. Курнавăш ял тăрăхĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика