МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кавир çинче - кĕрешекенсем

12 апреля 2014 г.

Лаш Таяпари спорт залĕнче воин-афганеца, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Владимир Петрович Яковлева асăнса пиçиххи çыхса кĕрешекенсен уçă турнирĕ иртрĕ. Унта Шупашкарти,Çĕнĕ Шупашкарти, Тутарстанри Çĕпрелти, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа, Яманчỹрел, Аслă Елчĕк, Патреккел, Çĕнĕ Пăва ялĕсенчи спортсменсем хутшăнчĕç.

Турнира хутшăнакансене Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова, мероприятие йĕркелекен В.Меметов, Лаш Таяпари шкул директорĕ И.Чернова, ăратлă йытăсен питомникĕн ертỹçи Л.Князев, спорт ветеранĕ А.Кондратьев тата ыттисем саламларĕç.

Хăйсен виçисенче М.Сметанин, А.Теренин, Г.Иванов, А.Львов, А.Мижеров, А.Салмин (Лаш Таяпа), А.Тябуков, И.Чернов, А.Майков, Е.Теньков (Аслă Елчĕк), Л.Петров, И.Никитин, К.Базарнов, В.Филимонов, Р.Васильев, А.Васильев (Яманчỹрел), Л.Ермолаев, В.Ефрейторов (Çĕпрел), Р. Иванов, Д.Викентьев, Е.Абрамов, Н.Абрамов, В.Никитин (Çĕнĕ Пăва), Д.Петров (Патреккел), А.Иванов (Елчĕк) çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕнче.

Командăсенче Лаш Таяпасем - пĕрремĕш, Аслă Елчĕксемпе Çĕнĕ Пăвасем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

С.АЛЕКСАНДРОВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика