МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсене кĕтетпĕр

05 апреля 2014 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, çуран чупма юратакансем çуллахи спорт сезонне "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен кросĕнчен пуçлаççĕ. Кăçал та ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Елчĕкри "рынок - халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" трассăпа çăмăл атлетсен 36-мĕш кросне ирттерме палăртнă. Вăл 13 сехетре пуçланать. Çавăн пекех çăмăл атлетсен çурхи кросĕ Чăваш Республикинчи прессăн спорт фестивалĕн - СССР космонавт летчикне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаева асăнса "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри 76-мĕш эстафета чупăвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ те шутланать.

Ăмăрту участникĕсем

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх тата промышленноç предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен командисем хутшăнаççĕ.

Ăмăрту программи

I ушкăнра 2002 çулта çуралнă хĕр ачасем тата арçын ачасем 500 метра, II ушкăнра 2000-2001 çулсенче çуралнă хĕр ачасем 500 метра, арçын ачасем 1000 метра, III ушкăнра 1998-1999 çулсенче çуралнă хĕрсем 1000 метра, яшсем 2000 метра, VI ушкăнра 1996-1997 çулсенче çуралнă хĕрсем 1500 метра, яшсем 3000 метра, V ушкăнра хĕрарăмсем 1000 метра, арçынсем - 2000 метра, 35 çултан иртнĕ хĕрарăмсем - 500 метра, 40 çултан иртнĕ арçынсем 1000 метра чупаççĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул командисен зачетне 1, 2, 3-мĕш ушкăнсенчи 3-шер, вăтам шкулсен командисен 1, 2, 3, 4-мĕш ушкăнсенчи 3-шер, предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисен зачетне хăйсен ỹсĕмĕнчи ушкăнсенчи пĕрер участникăн, çав шутра ветерансен чи лайăх результачĕсем каяççĕ.

Кашни ỹсĕмри 1-30-мĕш вырăнсене йышăннисене очкосем параççĕ: 1-мĕш вырăншăн - 30 очко, 30-мĕш вырăншăн - 1 очко.

Командăсемпе участниксене чыслани

Мала тухнă командăсене куçса çỹрекен кубоксем, дипломсем, призерсене дипломсем парса чыслаççĕ. Уйрăм дистанцисенче çĕнтернĕ çăмăл атлетсене "Елчĕк ен" хаçата 2014 çулхи иккĕмĕш çур çулшăн тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ.

Заявкăсем парасси

Командăна, участниксене (хушамат, ят, ашшĕн ятне, çуралнă çула), дистанцине палăртнă заявкăсене ăмăрту кунĕнче 12 сехет те 45 минутчен йышăнаççĕ. Заявкăсене организацисем, медицина ĕçченĕсем пичетсем пусса çирĕплетмелле. Тĕплĕнрех 2-51-81 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика