МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейболистсем тупăшрĕç

05 апреля 2014 г.

Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕ "Улăп" физкультурăпа спорт комплексĕнче волейбол турнирне ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Кăçалхи турнира арçынсен 4 команди тата хĕрарăмсен 11 команди хутшăнчĕ. Арçынсен командисем хушшинче финала Курнавăшпа Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсем тухрĕç. Çивĕч ăмăртура Курнавăшсем Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн командине иккĕмĕш вырăна хăварчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче Елчĕк шкулĕн тата вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн командисем пĕрремĕш вырăншăн тупăшрĕç. Хĕрỹ вăйă Елчĕк шкулĕн команди çĕнтернипе вĕçленчĕ. "Чи лайăх вылякан" ята райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн командин представителĕ М.Чернова тата Çирĕклĕ Шăхальти О.Осипов тивĕçнĕ. Вĕсене грамотăсемпе тата асăнмалăх парне парса хавхалантарнă. Ăмăртусене вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый пĕтĕмлетрĕ. Çĕнтерỹçĕсене кубоксем, грамотăсем тата хаклă парнесем парса чысларĕ.

Владислав САЗОНОВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика