МАУ ДО "СШ им. А.В.Игнатьева "Улап"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк пулсан та пултаруллă

30 апреля 2014 г.

Елчĕкри Спорт керменĕнче Мускав хулинче пĕтĕм чăвашсен хушшинче иртекен Акатуй паттăрĕ пулнă И.В. Мешковăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Игорь Мешков мĕн пĕчĕкренех спортпа туслă. Аслă Елчĕкре çуралнă. Халĕ Санкт-Петербург хулинче стройфирмăра тăрăшать.

Ăмăрту шкулсенчи кĕçĕн классенче вĕренекенсен хушшинче пулсан та куракансем йышлă пулчĕç. Кашни кĕрешекен хăй вăйлăрах пулнине çирĕплетес тесе тăрăшрĕ. Пурĕ 60 ача хутшăнчĕ.

2005 çулта çуралнă тата çамрăкрах кĕрешỹçĕсен хушшинче çĕнтерỹçĕсем палăрчĕç: А.Мешков (Аслă Елчĕк), А.Федоров (Çĕнĕ Пăва), И.Николаев, Д.Борисов (Елчĕк). 28 кг йывăртарах виçере А.Лапшина (Çирĕклĕ Шăхаль) арçын ачасемпе кĕрешсе пĕрремĕш пулчĕ. Г.Перепелкин (Çирĕклĕ Шăхаль), Р.Яковлев (Аслă Елчĕк), Р.Мешков (Елчĕк), Р.Никонов (Елчĕк), Ю.Прокопьев (Аслă Елчĕк), К.Никитин (Çĕнĕ Пăва), С.Сергеев, М.Игнатьев (Елчĕк), О.Ефимов (Аслă Елчĕк), Е.Рахмин (Çĕнĕ Пăва) призлă вырăнсене йышăнчĕç.

2003-2004 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче те хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Хăйсен виçисенче Р.Иванов (Çĕнĕ Пăва), Д.Волков (Аслă Елчĕк), Д.Борисов (Елчĕк), К.Крысов (Çĕнĕ Пăва) пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕç. Р.Александров (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Ефремов (Çĕнĕ Пăва), М.Пирогов (Çирĕклĕ Шăхаль), А.Капралов (Çĕнĕ Пăва), С.Купташкин (Çирĕклĕ Шăхаль), Д.Семенов, А.Алексеев, З.Семенов (Çĕнĕ Пăва) призерсен шутĕнче пулчĕç.

Çамрăк хĕр ачасем те арçын ачасенчен юлмарĕç. А.Семенова, М.Зайцева тата Е.Волкова (Çĕнĕ Пăва) пьедестал картлашкисем çине тăчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене медальсемпе грамотăсем тата призсем парса чыс турĕç.

Ăмăртăва ирттерсе яма Игорь Мешков пысăк пулăшу пачĕ - медальсем хатĕрлеме, грамотăсемпе кубоксем тата парнесем туянма укçа-тенкĕ уйăрчĕ. Ăна ăмăртăва йĕркелекенсем тав тăваççĕ.

С.АЛЕКСАНДРОВ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика